Наукӑпа ачаранах Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑсӑкланнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ
Шупашкарта «Эткер» пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен центрӗн базинче наука кунне халалласа анлӑ фестиваль иртнӗ. Кун пек мероприятине Чӑваш Енре пуҫласа ирттернӗ. Унта регионти шкул ачисем, студентсем, ӑсчахсем, влаҫпа промышленноҫ предприятийӗсен представителӗсем чылайӑн пухӑннӑ.
«Чӑваш Енре наукӑпа ачаранах кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫаксем пӗтӗмпех ҫамрӑксене тӗпчев ӗҫне явӑҫтарма тата пӗлӳпе практикӑна тарӑнрах хутшӑнма витӗм кӳреҫҫӗ. Республикӑри аслӑ шкулсемпе предприятисен активлӑ позицине пула Чӑваш Ен инновацисене ӗҫе кӗртес тӗлӗшпе ҫӗршывра малти вырӑнсене йышӑнать. Пирӗн тӗп тӗллев – хӑвӑртлӑха упраса хӑварасси тата ӳстерсе пырасси. Ҫакӑн валли эпир ӑслӑлӑхпа технологи процесне хутшӑнакан пур ҫын хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарса пыма тӑрӑшатпӑр.
Аслӑ шкулсем хушшинчи кампуса туса хуни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, вӑл хальхи вӑхӑтри вӗрентӳ, тӗпчев ӗҫӗсен хутлӑхӗ пулса тӑрӗ тата Раҫҫейри ытти регионсенчен те пултаруллӑ ҫамрӑксене явӑҫтарӗ. Чӑваш Енре ҫамрӑк ӑсчахсене кунта пурӑнма, ӗҫлеме кӑсӑклӑ тата хӑтлӑ пултӑр тесе пӗтӗм условисене туса паратпӑр», – тесе пӗлтернӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.
Ӗҫлӗ программӑн тӗп пулӑмӗ «Чӑваш Ене вӗренес тата ӗҫлес килет» «ҫавра сӗтел» мелӗпе ирттернӗ уҫӑ калаҫу пулса тӑнӑ. Регионти пултаруллӑ ҫамрӑксене ҫут ҫанталӑкпа техника пӗлӗвне аталантарассипе конкретлӑ мерӑсем пӑхса хӑварассине сӳтсе явнӑ. Мероприяти пынӑ май «Эткер» тата «Раҫҫей машиностроителӗсен союзӗ» Чӑваш Енри уйрӑм ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва тытса пырасси пирки калакан килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Инженерсен ҫӗнӗ ӑрӑвне ҫитӗнтерме пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлесси пирки канашланӑ.
«Сире, ҫамрӑк ученӑйсене, чи кирлине калас тетӗп: нихӑҫан та ӗмӗтленме ан пӑрахӑр. Эсир – наука ҫыннисем, унӑн никӗсӗнче яланах ӗмӗт-тӗллев. Пирӗн тӗллев – сирӗн ӗҫ валли кирлӗ условисем туса парасси. Эпир те Чӑваш Енре сирӗн пысӑк ӑнтӑлӑвӑрпа килӗшсе тӑччӑр тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр.
Мӗншӗн тесен эсир – пуласлӑх, наука пултаруҫисем. Пӗлӳпе открытисен кӑткӑс ҫулӗ – сирӗн шӑпа. Анчах та шӑпах эсир хӑвӑр ӗҫӗрсемпе пирӗн пуласлӑха, ҫӗршыва тивӗҫлӗ тума витӗм кӳретӗр. Хамӑрӑн чи лайӑх ӑсчахсене, малта пыракан ӗҫӗрсене пула эпир темӗнле йывӑрлӑхсене те парӑнтарайратпӑр. Импорта улӑштарассипе те хастар ӗҫлетпӗр. Эсир тата наука – Раҫҫейӗн тӗп вӑйӗ пулса тӑраҫҫӗ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.
Программӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑмӗ шутне инженери тӗллевӗсемпе робототехникӑна татса парассипе ПФО интеллектуаллӑ олимпиадин регионти тапхӑрӗсем кӗнӗ, унта хутшӑнакансем хӑйсен пӗлӗвне, хӑнӑхӑвӗсене кӑтартнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Чӑваш Енӗн чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчахӗ» тата «Ҫулталӑк аспиранчӗ-2025» конкурссен ҫӗнтерӳҫисене пысӑк наградӑсем парса хавхалантарнӑ. Лауреатсем хушшинче Чӑваш патшалӑх университетӗнчи, аграрипе педагогика вузӗсенчи, ҫавӑн пекех техника, ҫут ҫанталӑк, гуманитари тата медицина наукисен енӗпе ӗҫлекен промышленноҫ предприятийӗсенчи тӗпчевҫӗсем.
