Пирӗн вӗренекенсене вӗренӳпе кӑсӑклантарма пулӑшмаллине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ. Професси ӑсталӑхне туптакансен регионти ӑмӑртӑвӗ старт илнӗ

Пирӗн вӗренекенсене вӗренӳпе кӑсӑклантарма пулӑшмаллине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ. Професси ӑсталӑхне туптакансен регионти ӑмӑртӑвӗ  старт илнӗ

Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш хут «Профессионалсем – 2026» старт илнӗ.   Кунта хутшӑнакансем професси ӑсталӑхне ҫирӗплетсе параҫҫӗ.  Регионти Чемпионата хутшӑнакансем сахал мар пулнӑ.  

Раҫҫей Федерацийӗн ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов Чемпионата хутшӑнакансене тав тунӑ, кашниех вӗсенчен пирӗн ҫӗршывӑн технологи тата кадр суверенитетне йӗркелес ӗҫе тӳпе хывнине палӑртнӑ.

Кӑҫал регионти тапхӑра хутшӑнма заявкӑсене Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн 51 организацийӗ панӑ. Конкурса 462 профессионал хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, вӗсем  91 номинацире хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартса мала тухассишӗн тупӑшӗҫ.  Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен  ӗҫне 600 яхӑн эксперт хак парӗ.

Регион ертӳлӗхӗн пуҫарӑвӗпе Чӑваш Енре экономикӑн тӗрлӗ отраслӗ валли пысӑк класлӑ специалистсем хатӗрлекен вӗрентӳ кластерӗсем йӗркелеҫҫӗ, ҫав шутра федерацин «Профессионалитет» проектне те тӗпе хурӗҫ.  Тӗслӗхрен, 2025 ҫулта авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа тӳрех икӗ ҫӗнӗ кластер ӗҫлеме пуҫланӑ, пурӗ вара Чӑваш Енре 9 вӗрентӳ кластерӗ шутланать.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев маларах ҫапла палӑртнӑ: «Вӗрентӳ технологийӗсем, ҫав шутра кластерсем те, пирӗн ачасене хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан вӗренӳпе тивӗҫтерсе, вӗсен ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пыма пулӑшӗ.   Тӗрлӗ ыйтусене татса пама витӗм кӳрӗ.  Пирӗн вӗренекенсен интересне пур енлӗн пулӑшса пымалла тата хальхи вӗрентӳ майӗсене лайӑхлатмалла», – тенӗ.

 «Пултаруллӑ ҫамрӑксене пулӑшасси тата кадр резервне тивӗҫтересси  – Чӑваш Республикишӗн приоритетлӑ тӗллевсем. Регион Правительстви, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе, професси пӗлӗвне аталантарасси тата ҫамрӑк талантсене пулӑшасси  ыйтусем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать.  Пирӗн республика хӑй умне  паха кадрсем хатӗрлессипе амбицилле тӗллевсем лартать. Эпир ҫӗнӗ вӗренӳ кластерӗсем уҫатпӑр. Хальхи ӗҫ вырӑнӗсем туса техникумсене ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтеретпӗр. Ҫакӑ студентсене производство площадкисене практика хӑнӑхӑвӗсене туянма май парать. Ҫитӗнекен ӑру профессионалсем пулассишӗн тӑрӑшни пурсӑмӑра та хавхалантарать.  Конкурс хӑватлӑ пуласса шанса тӑратӑп», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ ӑмӑртӑва пухӑннисене саламланӑ май  Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Владимир Степанов.



10 февраля 2026
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter