Патшалӑх управленийӗн аталанӑвӗшӗн цифра трансформацийӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Ҫак кунсенче Мускавра Патшалӑх управленийӗн Пӗтӗм тӗнчери Пӗрремӗш конгресӗ иртет. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев цифровизаци сферинче регион епле ӗҫлени пирки каласа кӑтартнӑ.
Паллӑ пулӑма Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн тата Правительствин Администрацийӗн тӗп блокӗсен ертӳҫисем, регионсемпе муниципаллӑ йӗркеленӳсен пуҫлӑхӗсем, парламентарисем, госкорпорацисен тата ҫӗршыври чи пысӑк бизнес-компанисен топ-менеджерӗсем, общество ӗҫченӗсем, ӑслӑлӑхпа эксперт пӗрлӗхӗн представителӗсем пӗтӗмпе 1200 ытла официаллӑ хӑна цифра сервисӗсен сферинчи ҫитӗнӳсене сӳтсе явнӑ. Ертӳҫӗсем влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлне ҫӗнӗлӗх епле витӗм кӳни ҫинчен канашланӑ, конгресс чи лайӑх практикӑсене йӗркелемелли, аталанӑвӑн тӗп векторӗсене палӑртмалли тата тӗрлӗ ыйтусене татса памалли центр пулмаллине каланӑ.
«Цифровизаци – хальхи пурнӑҫра патшалӑх управленийӗн тӗп драйверӗ. 2024 ҫул вӗҫӗнче эпир республикӑра Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине ҫирӗплетрӗмӗр, унта регионӑн мӗнпур стратегийӗсемпе проекчӗсене пуҫтартӑмӑр. Ку вӑл пире малашнехи ҫул-йӗрпе тӗллевлӗн пымаллине палӑртать. Кирлӗ пек мӗнпур ресурссемпе пӗлсе тӗрӗс усӑ курма хистет. Халӑх тӑратакан ыйтусене татса пама витӗм кӳрет.
Чи пахи – процессене цифрӑллӑ даннӑйсене куҫарасси. Ҫав вӑхӑтрах эпир сервиссен пуххине кӑна йӗркелесе пымастпӑр, цифрӑллӑ пӗрлӗхлӗ контур тӑватпӑр, унта кашни система хӑйӗн рольне пурнӑҫлать: «Чӑваш Ен-онлайн» халӑх порталӗ халӑха явӑҫтарассине тивӗҫтерет, регионти ведомствӑсен хушшинчи хутшӑну системи – экспертизӑпа проект ӗҫ-хӗлне йӗркелесе пырассине, ӑна тата пурнӑҫа еплерех кӗртнине тӗрӗслет.
Оперативлӑ управленин тӗп хатӗрӗ пирӗншӗн – дашбордсем. Лару-тӑру центрӗнче 50 дашборд йӗркеленӗ ӗнтӗ, тепӗр 10 ытла ҫулталӑк вӗҫлениччен пулать. Енчен те мӗнпур ыйтусем уҫӑмлӑ пулсан, влаҫ хӑвӑртрах та тухӑҫлӑрах ӗҫлет», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Республикӑра тӗрлӗ пӗтӗмлетӳсемпе кӑтартусене тишкересси тата патшалӑх программисене пурнӑҫа кӗртес сферӑри цифра йышӑнӑвӗсене активлӑ аталантарасси малалла пырать. Паянхи куна илес пулсан, регионта 7 витрина хута янӑ. Вӗсем пурте ведомствӑсем хушшинчи хутшӑнупа тата аналитика ӗҫӗпе тивӗҫтерме май параҫҫӗ. Регионти пӗтӗмлетӳсене управленин федераллӑ системипе туххӑмрах ҫыхӑнтарма та майсем пур.
2023 ҫулта Чӑваш Енре цифрӑллӑ трансформаци тата тӗрлӗ ӗҫ-хӗлӗн проекчӗсене пахалӑхлӑ тытса пыма ятарлӑ управлени (УПД) йӗркелесе янӑ. Асӑннӑ цифра хатӗрӗ республикӑри ӗҫ тӑвакан органсен, вӗсен ведомство учрежденийӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен информацине пухас, тирпейлес тата упрас процессене автоматизацилес тӗллевпе ӗҫлет.
Паянхи куна калас пулсан, УПД-ра 5 пине яхӑн проект, ҫав шутра Чӑваш Республикин 2025-2030 ҫулсем валли йышӑнса хӑварнӑ Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программин 3 пине яхӑн проектне шута илнӗ унта. Системӑна кӗртекен кашни проектӑн мӗнпур тапхӑрӗсенчи тӗллевӗсем уҫӑмлӑ. Тарӑн тишкерӳ туса ирттерме меллӗ.
2024 ҫулта Чӑваш Енре патшалӑх управленийӗнче процесс аналитикипе (Process Mining) усӑ курмалли Раҫҫейри чи пӗрремӗш пурнӑҫа кӗртнӗ. Пилотлӑ енсем централизациленӗ бухгалтерисен, МФЦ, ҫавӑн пекех туяну ӗҫ-хӗлӗн сферисен ӗҫӗ-хӗлӗнче анлӑн пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Пӗлтӗр туса ирттерекен ӗҫе анлӑлатса сарса пынӑ. Пухнӑ опытпа йӗркеленӗ инфраструктура асӑннӑ технологие Чӑваш Республикин патшалӑх управленийӗн ытти сферисене кӗртмелли тӗп услови тесе палӑртнӑ.
Ҫавӑн пекех «Чувашия онлайн» портала хута янӑ, унта «Ниме - Халӑх бюджечӗ» пуҫаруллӑ бюджетировани программин заявкисене электронлӑ майпа вырнаҫтараҫҫӗ.
2025 ҫулта республикӑра «Яркое лето Чувашии» онлайн-платформа ӗҫне пуҫӑннӑ, унта ҫуллахи тапхӑрта тӗрлӗ мероприяти пирки пӗтӗм хыпарсене пухнӑ. Сайт регионта пурӑнакансемпе хӑнасемшӗн кану кунӗсене епле ирттермелли меллӗ хатӗр пулса тӑнӑ. Сезон вӗҫленсен платформӑна «Ярко в Чувашии» ят панӑ. Республикӑри фестивальсен, концертсен, спорт турнирӗсен тата ытти мероприятисен чи тулли афишине унта вырнаҫтарнӑ, сайта кулленех ҫӗнетсе улӑштарса пыраҫҫӗ.
2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче хута кайнӑранпа пӗтӗмпе порталта 5,5 пин ытла мероприяти вырнаҫтарнӑ. Ҫак тапхӑрта сайтпа 38 пин ытла ҫын паллашнӑ, унти хыпарсене вуласа, кулленхи пурнӑҫра усӑ курнӑ.
