Чӑваш Енре хӗрарӑмсем ӑслӑлӑха тӳпе хывнине пысӑка хурса хакланӑ

Чӑваш Енре хӗрарӑмсем ӑслӑлӑха  тӳпе хывнине пысӑка хурса хакланӑ

Хӗрачасемпе хӗрарӑмсем наукӑра пысӑк тӳпе хывнине кура, вӗсен кунне халалланӑ мероприяти паян Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ.  Ӑслӑлӑхра хӗрарӑмсен витӗмлӗхӗ пысӑк пулни куҫ кӗретех.   Паллӑ куна ҫулсерен нарӑсӑн 11-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. 

 «Наукӑра хӗрарӑмсем тӑрӑшни, вӗсен пысӑк тӳпи –  Чӑваш Енӗн ятарлӑ пултарулӑх вӑйӗ. Паян республикӑн интеллектуаллӑ вӑй-хӑвачӗ 40 ӑслӑлӑх шкулӗ тата пирӗн аслӑ шкулӑн хӑватлӑ кадр йышӗ ҫине таянса тӑрать. Регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне хӗрарӑмсен тӳпе хывни калама ҫук пысӑк: эсир ыранхи кунӑн технологийӗсене туса хуратӑр тата пӗр вӑхӑтрах тӗпчевҫӗсен пулас ӑрӑвӗсем валли ӑс пухакансем пулса тӑратӑр. Пирӗн тӗллев Чӑваш Енри кашни хӗрарӑм-ӑсчах талантне туллин пурнӑҫа кӗртмешкӗн майсем туса парасси», –  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Паллӑ пулӑма 500 ытла хастар хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.  Асӑннӑ мероприяти наукӑпа вӗрентӳ пурнӑҫӗнче паллӑ пулӑм кӑна мар, социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата интеллектуаллӑ аталанӑвн символӗ те пулса тӑрать.

Уява пухӑннисене Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ӑшшӑн видео салам янӑ: «Федераци шайӗнче грант илме, Аслӑ шкулсемпе техникумсем ҫумӗнче наука лабораторийӗсем уҫма, шкулсенче тӗпчев ӗҫ-хӗлне аталантарма ансатлатакан йышӑнусем тунӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти те Халӑх программипе партпроекта тӗпе хурса «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей хӗрарӑмсен юхӑмӗ» ӑслӑлӑхпа техника пултарулӑхне хӗрсене явӑҫтарма  витӗм кӳрет –  уйрӑмах регионсенче», – тенӗ.

Мероприятине пухӑннисене  Чӑваш республикинчи «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ» общество организацийӗн председателӗ Наталья Николаева тав туса чун-чӗререн ӑшӑ сӑмахсем каланӑ: «Эсир – XXI ӗмӗрти  хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан интеллигенцийӗ. Ҫак пысӑк стандартсене  тивӗҫме ҫӑмӑлах мар, анчах шӑпах сире ҫӗршывӑн истори ҫулне йӗркелеме шаннӑ. Паян сирӗн мисси анлӑшӗ пирки тепӗр хут аса илетпӗр. Кулленхи пурнӑҫ таппинче эпир час-часах хамӑрӑн рольпе пӗлтерӗш ҫинчен манатпӑр. Яланах  илемлӗ те илӗртӳллӗ, пысӑк тавра курӑмлӑ хастарсем ӑсчахсем пулма тӑрӑшӑр», – тенӗ.



11 февраля 2026
15:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter