Кашни ачан пӗлӳ илме регионта пӗр тан условисем пулмаллине палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Кашни ачан пӗлӳ илме регионта пӗр тан условисем пулмаллине палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Шупашкарта 3-мӗш тата 60-мӗш шкулсене  харӑсах тӗпрен юсама тытӑннӑ. Республикӑри шкулсене масштаблӑ ҫӗнетессинче вӗсем кӑҫал пӗрремӗш пулчӗҫ. 2026 ҫулта Чӑваш Енре 38 вӗренӳ учрежденине тӗпрен юсама палӑртнӑ, вӗсенчен 18-шӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Ен Правительствишӗн ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентме хальхи вӑхӑтри условисем туса парасси приоритет пулнине асӑннӑ.  «Эпир республикӑри шкулсене тӗпрен юсама тата тума чылай ресурссем хыврӑмӑр ӗнтӗ, кашни ача валли, вӑл пурӑнакан вырӑна пӑхмасӑр, пӗр тан вӗрентӳ мелӗсемпе малалла тивӗҫтеретпӗр. Пахалӑхлӑ пӗлӳ – республикӑн пуласлӑхӗ. Паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан хатӗрсемпе шкулсене тивӗҫтерни  ачасен пултарулӑхне уҫма витӗм кӳрӗҫ»,  тенӗ вӑл.

Шкулсене хальхи пурнӑҫпа тӳр килсе тӑракан технологисене пӑхӑнса юсаса пыраҫҫӗ.  Ҫакӑ вӗренекенсене вӗренме хӑтлӑ тата хӑрушлӑхсӑр условисем туса пама май парӗ. Хутса ӑшӑтмалли, ҫутатмалли, сантехника системисене улӑштарӗҫ, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ чӳречесемпе алӑксем вырнаҫтарӗҫ. Ӗҫсене « Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Ҫӗнӗ шкул» федераллӑ парти проектне тӗпе хурса йӗркелесе пыраҫҫӗ.  Вӗсем шӑпах та,  пӗтӗм ҫӗршыври шкул инфраструктурине ҫӗнетес енӗпе масштаблӑ программӑн пайӗ шутланаҫҫӗ.

Строительство ӗҫӗсене пӑхмасӑр вӗренекенсемпе педагогсем валли вӗрентӳ процесӗ пӗр чарӑнмасӑр малалла пырать: вӑхӑтлӑха вӗсене ҫывӑхри вӗренӳ  учрежденийӗсене куҫарнӑ.

 «Строительство площадкисенче  кивӗ мачча конструкцийӗсене  пӑсас ӗҫ хастар пырать.  Кашни объектра 60  ҫын вӑй хурать . Вӗсен йышӗнче  строительсем инженерсем тата техника специалисчӗсем.  Паха условисем  –  пирӗн ачасен ӑнӑҫлӑ пуласлӑхӗн никӗсӗ пулса  тӑраҫҫӗ»,  тесе палӑртнӑ Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров.

Юлашки пилӗк ҫулта Чӑваш Енре 12 шкул туса лартнӑ, 121 вӗренӳ заведенине тӗпрен юсанӑ. Республикӑри муниципаллӑ округсенче 400 ытла шкул автобусӗ ҫӳрет. Пӗр сӑмахпа каласан, регионта ачасене вӗренме, пӗлӳ илсе тавра-курӑмлӑха ӳстерме, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма хӑтлӑ условисем ҫителӗклӗ.    



12 февраля 2026
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter