Служба тивӗҫне Тӑван ҫӗршыв тулашӗнче пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асӑнмалли кун тата Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа 37 ҫул ҫитнӗ май Тӑван ҫӗршывӑмӑр интересӗсене ҫуралнӑ ҫӗртен аякра чыслӑн хӳтӗленӗ паттӑрсене чунтан тав тӑватпӑр

Служба тивӗҫне Тӑван ҫӗршыв тулашӗнче пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асӑнмалли кун тата Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа 37 ҫул ҫитнӗ май Тӑван ҫӗршывӑмӑр интересӗсене ҫуралнӑ ҫӗртен аякра чыслӑн хӳтӗленӗ паттӑрсене чунтан тав тӑватпӑр

Ҫар ҫапӑҫӑвӗсене, вырӑнти вӑрҫӑсемпе хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫӳсене хутшӑннӑ хисеплӗ ентешсем, интернационалист-салтаксем!

Служба тивӗҫне Тӑван ҫӗршыв тулашӗнче пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асӑнмалли кун тата Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа 37 ҫул ҫитнӗ май Тӑван ҫӗршывӑмӑр интересӗсене ҫуралнӑ ҫӗртен аякра чыслӑн хӳтӗленӗ паттӑрсене эпир чунтан тав туса аса илетпӗр.

Вӗсен йышӗнче Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ывӑлӗсем те сахал мар. «Хӗрӳ точкӑсенчи» хаяр тӗрӗслевсенче эсир умри тӗллевсене тивӗҫлипе пурнӑҫларӑр, ҫапла майпа ҫарти паттӑрлӑх тата присягӑна парӑнса тӑни – пирӗн халӑх кӑмӑлӗнче тӗп вырӑнта пулнине кӑтартса патӑр. Сирӗн ятӑрсене Чӑваш Республикин тата пӗтӗм ҫӗршывӑмӑрӑн летопиҫне ӗмӗрлӗхех ҫырса хунӑ.

Эсир паян та ҫаплипех стройра: ӗҫре, общество пурнӑҫӗнче, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас енӗпе хастарлӑх кӑтартатӑр. Ҫапӑҫури тӑванлӑх йӑли-йӗркине упраса, пуянлатса пыратӑр, ҫамрӑксене мирлӗ пурнӑҫ хакӗн сӑваплӑхне ӑса хывтарса обществӑн кӑмӑл-сипет тӗрекӗ шутланатӑр.

Сирӗн паттӑрлӑхӑр ӑрусен асӗнче кӑна мар, эсир хӑвӑр тӗслӗхӗрпе пӑхса ҫитӗнтернӗ ҫынсен чӗринче те пурӑнать. Хальхи ҫӑмӑлах мар вӑхӑтра, Раҫҫей ҫӗнӗ йывӑрлӑхсене хирӗҫ тӑнӑ тапхӑрта, пирӗн салтаксемпе офицерсем каллех малти линире тӑраҫҫӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтереҫҫӗ. Вӗсен хӗсмечӗ – хӑйсен ашшӗсемпе аслашшӗсен вӑрҫӑри мухтавлӑ ҫул-йӗрӗн малаллахи чыслӑ тӑсӑмӗ.

Пуҫне хунӑ паттӑрсем ӗмӗр-ӗмӗр пирӗн асра пулӗҫ. Ветерансене тайма пуҫ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене пурне те чыс та мухтав!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев



15 февраля 2026
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter