«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» чупӑва ют ҫӗршывсенчен килнӗ студентсем хапӑл тусах старта тухнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» чупӑва ют ҫӗршывсенчен килнӗ студентсем хапӑл тусах старта тухнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

 «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.  Республика Раҫҫейре йӑлана кӗнӗ «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» акцие хапӑл тусах хутшӑннӑ. Вӑл пӗтӗм ҫӗршыври ҫӗр-ҫӗр пин ҫынна тепӗр хут пӗрлештернӗ. Чӑваш Енре  сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем кӑҫалхипе йӗлтӗр ҫине 22-мӗш хут тӑнӑ. 

Раҫҫей Федерацийӗн спорт министрӗ Михаил Дегтярев ӑмӑртусем тӗрлӗ ӳсӗмри тата ӑрури ҫынсемшӗн, туслӑ командӑсемпе ҫемьесемшӗн тахҫанах чӑн-чӑн уяв пулса тӑнине палӑртнӑ. «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» – уҫӑ мероприяти, унта кашниех хастарлӑхпа тата лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа хутшӑнса, мала тухассишӗн тупӑшма пултарать»,  тенӗ вӑл.

Программӑпа килӗшӳллӗн яшсемпе хӗрсемшӗн 5 ҫухрӑм, арҫынсемпе хӗрарӑмсемшӗн 10 ҫухрӑм йӗлтӗр йӗрне парӑнтармалла пулнӑ.  Ҫавӑн пекех мӗнпур кӑмӑл тӑвакансемшӗн 2 ҫухрӑмлӑ массӑллӑ старт тата шкул умӗнхи учрежденисен воспитанникӗсем валли 600 м, ертӳҫӗсем валли  2026 м чупу пулнӑ.  Республикӑри мӗнпур муниципаллӑ округра йӗлтӗрпе чупма 70 пине яхӑн ҫын тухнӑ. Тӗп старт Чӑваш Енӗн  тӗп хулинче иртнӗ.

 «Паян пӗтӗм Чӑваш Ен «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» чупӑва тухрӗ.  Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртекен ӑмӑртӑвӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулни куҫ кӗретех.  Пурте пӗрле хар тӑрса пӗтӗм кӑмӑлпа йӗлтӗр ҫине тӑрса, спорта юратнине ҫирӗплетрӗҫ. Пӗрле старт илсе эпир спорта, сывлӑха тата пӗрлӗхе тепӗр хут ҫирӗплететпӗр.  Пирӗн Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗ масштаблӑ стартсемшӗн лапам пулса тӑчӗ: пӗлтӗр хута янӑ ҫӗнӗ йӗлтӗроллер трасса ҫӗршывра чи лайӑххисенчен пӗри – кунта федераллӑ турнирсем тата тӑтӑшах тренировкӑсем иртеҫҫӗ.  Инфратытӑма инвестицисем хывни кӑлӑхах мар.  Спорта кӑмӑл тӑвакансем валли, ӑсталӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакансем валли хӑтлӑ условисем пур.  Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче тата Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне тӗпе хурса старта пирӗн Аслӑ шкулсенче ӑс пухакан ют ҫӗршыв студенчӗсем те тухни пӗрлӗхе кӑтартать. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансенчен кашни хӑйӗн хӑвӑртлӑхӗпе финиша ҫитсе, кӑмӑлне тултартӑр»,   тесе чӗнсе каланӑ спорт уявне пухӑннисене саламланӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» акци республикӑри мӗнпур муниципалитетра  курӑмлӑ иртнӗ.

 «Раҫҫей спорт мастерӗ»  ята ҫӗнсе илнӗ Илья Серапионова - Олимп резервӗн 2-мӗш номерлӗ спорт шкулӗн биатлон уйрӑмӗн спортсменне  савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура массӑллӑ старт пуҫланас умӗн Олег Николаев наградӑна парса чысланӑ.

Пӗлме:

Шупашкарта иртнӗ  «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» ҫӗнтерӳҫисем ҫаксем пулнӑ:

Хӗрсем хушшинче:

1-мӗш вырӑн  Осипова Катерина;

2 вырӑн  Шульдякова Кира;

3 вырӑн  Смирнова Злата.

 Яшсем хушшинче:

1-мӗш вырӑн  Крылов Степан;

2 вырӑн  Васильев Руслан;

3 вырӑн  Михайлов Егор.

 Хӗрарӑмсем хушшинче:

1-мӗш вырӑн  Степанова Кристина;

2-мӗш вырӑн  Бронникова Людмила;

3 вырӑн  Кускова Каллиста.

 Арҫынсем хушшинче:

1-мӗш вырӑн  Никаноров Александр;

2 вырӑн  Петров Антон;

3 вырӑн  Яковлев Антон.



16 февраля 2026
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter