Ҫӗрпе пӗлсе типтерлӗ усӑ куракан аграри ӗҫченӗсем патне пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ эрнесерен ирттерекен планеркӑра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене хатӗрленесси ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе явнӑ. Ҫанталӑк условийӗсене шута илсе ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем ҫӗнӗ сезона пуш уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче пуҫлама, акма - ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче плана кӗртнӗ.
«Ял хуҫалӑх производителӗсен патшалӑх пулӑшӑвӗ чи малтан агротехнологисемпе селекци енӗпе ҫӗршыври ӗҫ хатӗрӗсене ӗҫе кӗртессине тӗпе хунӑ. Тыр-пул тухӑҫлӑхне тата иртнӗ тыр-пул кампанийӗн усӑ куракан меслечӗсене тӗплӗн тишкерсе тухмалла тата ҫакна шута илсе аграрисен пулӑшӑвӗн мӗнпур формисене ҫӗнетсе пымалла. Тырӑ туса илекенсене пулӑшни пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑмах ҫӗр ҫине пысӑк тимлӗх уйӑракансене тӗрев пани пахха. Тӑпран пулӑхне упраса хӑварассипе хастар ӗҫлекенсене тата экологи тӗлӗшӗнчен таса тухӑҫ пухса кӗртекенсене витӗм кӳмелле», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Вице-премьер – Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑри ял хуҫалӑх культурисен пӗтӗмӗшле акса хӑвармалли лаптӑкӗ 542,7 пин га пулать, вӗсенчен ҫурри ытла пӗрчӗллӗ культурӑсем – 281 пин га – йышӑнӗҫ. «Россельхозцентр» ФГБУ филиалӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 76,4 пин га кӗрхи пӗрчӗллӗ культурӑсене тишкернӗ. Кӗрхи тырӑсен калчисем республикӑра кӑҫал унчченхи ҫулсенчинчен чылай лайӑхрах, кӑтарту 51% танлашнӑ.
Ял хуҫалӑх организацийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче 54,8 пин тонна ҫурхи тӗш тырӑ тата тӗш тыр-пул культурисен вӑрлӑхне хатӗрленӗ, ку ҫӗнӗ сезонра акса хӑварма кирлинчен 109% пулать.
Патшалӑх пулӑшӑвӗн ҫӗнӗ тӗревӗсене пула 2020-2025 ҫулсенче Чӑваш Ен аграрийӗсем хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан 5 пин ед. техника туяннӑ. Тухӑҫлӑха ӳстерсе укҫа-тенкӗпе перекетлӗ усӑ курнӑ. Чӑваш Енри Гостехнадзор специалисчӗсем техника тӗрӗслевне пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех кӑҫал ирттерме плана кӗртнӗ.
Республика тӑпра пулӑхлӑхне ӳстерес ӗҫе малалла пырать: минераллӑ удобренисем туянаҫҫӗ. Кӑҫал гектар пуҫне 65 кг кая мар сапса хӑварма палӑртнӑ. Удобрени туянма 115,5 млн тенкӗ патшалӑх пулӑшӑвӗ пама бюджетра пӑхса хӑварнӑ.
Пӗтӗмпе республика аграрийӗсене ҫурхи ӗҫсене йӗркелесе ирттерме 3,8 млрд ытла тенкӗ кирлӗ, вӗсенчен 800 млн тенкине бюджетран куҫакан субсидийӗсем, вӗсене ҫурхи ӗҫсем тытӑниччен ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене уйӑрса пама йышӑннӑ.
Андрей Макушев пуш уйӑхӗн 4-мӗшпе 5-мӗшӗсенче Шупашкарта йӑлана кӗнӗ регионсен хушшинчи «Ҫӗрулми – 2026» XVIII – мӗш курав иртессине пӗлтернӗ. Кӑҫал вӑрлӑхпа тавар ҫӗрулмине сутассине МТВ-центр площадкисӗр пуҫне «Пехет» агромаркетра йӗркелӗҫ.
