Чӑваш Енри студотрядсен историйӗ – 25 ҫул пӗрле туслӑ ӗҫлесе ҫитӗнӳсемпе палӑрнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енри студотрядсен историйӗ – 25 ҫул пӗрле туслӑ ӗҫлесе ҫитӗнӳсемпе палӑрнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

  И.Н. Ульянов ячӗпе хисепленсе тӑракан ЧПУ Культура керменӗнче Раҫҫейри студентсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ.   2026 ҫулта «Раҫҫейри Студентсен Отрячӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫамрӑксен обществӑлла организаци ӗҫне пуҫарса янӑранпа  25 ҫул ҫитрӗ.  Чӑваш Енре сахал мар яш-кӗрӗм асӑннӑ мероприятине пухӑннӑ. 

«Палӑртнӑ тапхӑрта Чӑваш Енри студентсен отрячӗсенче  80 пин ытла ҫын хӑйӗн тавра курӑмлӑхне ӳстерсе, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пырать. Вӗсенчен кашнишӗн ҫак пуҫару историлле пулӑм пулса тӑрать. Пурнӑҫри кирек-епле тапхӑрта та вӗсем  туххӑмрах паха йышӑнусем тума хӑнӑхса пыраҫҫӗ.  Паянхи куна калас пулсан,Чӑваш Ере 94 отряд шутланать.  Вӗсенчен виҫӗ пине яхӑн ҫамрӑк ӗҫе юратни пирки ҫирӗплетет, яваплӑха туйса, хӑйсене шанса илнӗ ӗҫсене пурнӑҫласа пырать», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ уява пухӑннисене саламланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чи пысӑк ҫитӗнӳсенчен пӗри – Чӑваш Ен ҫамрӑксен юхӑмне аталантарса пырассипе ҫӗршывра малта пыраканнисенчен пӗри  шутланать.  Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче Мускавра  ирттерӗ ӑмӑртура Чӑваш Ен иккӗмӗш вырӑн йышӑнни те ҫакнах ҫирӗплетет. 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЧуГУнок»  педагогсен отрядне республикӑри чи лайӑх ушкӑн пулнине ҫирӗплетекен, куҫса ҫӳрекен ялава, парса чысланӑ.  «Чӑнласах та ачасем пысӑк хисепе тивӗҫлӗ.  Вӗсем пысӑк кӑтартусене ҫирӗплетрӗҫ.  Ушкӑнпа ӗҫлеме пӗлни, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма витӗм кӳрет.  Эсир йӑла-йӗркесене те ҫирӗп тытса пыратӑр. Ҫитӗнекен ӑрӑва паха опыт парса, пурнӑҫа юратма, аслисене хисеплеме, ҫӗршывӑмшӑн тӑрӑшса ӗҫлеме хӑнӑхтаратӑр. Хӑвӑрӑн тӗслӗхӗрсемпе ытти яш-кӗрӗмшӗн паха тӗслӗх пулса тӑратӑр.  Ӳлӗмрен те Чӑваш Ен Правительстви сире пулӑшу кӳрӗ, май пур таран хӑтлӑ условисем йӗркелесе пама тӑрӑшӗ, сирӗн пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма витӗм кӳрӗ», тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.   

Уяв мероприятине яланхи пекех ӗҫлӗ калаҫу пуянлатса илем кӳнӗ. «ТОПовая смена»  куравра ҫӗршыври паха ертӳҫӗсемпе тата республикӑри малта пыракан палллӑ ҫынсемпе паллашма майсем пулнӑ.  Вӗсенчен кашни студентсен отрячӗсенчен пуҫласа, каярах лайӑх та ыттисемшӗн тӗслӗхлӗ ертӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнма лайӑх ятпа ятарлӑ курав та пурин кӑмӑлне тултарнӑ. Кунта шӑпах та, ҫамрӑк яш-кӗрӗм малта пыракан предприятисемпе паллашнӑ, тӗрлӗ вакансисем пирки вуласа пӗлнӗ.  Палӑртма кӑмӑллӑ,   «Мега Юрма»  ООО  хӑй патне Тутарстан, Марий Эл, Пермь крайӗпе Самара тата Пенза облаҫӗсенчен  ҫамрӑк специалистсене ӗҫлеме илнӗ.  Вӗсенчен кашни хапӑл тусах пирӗн тӑрӑхри предприятисемпе организацисене ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Апла пулсан, проект «Чува» ӑнӑҫлӑ пулса тухни никамшӑн та вӑрттӑнлӑ мар.  

 Паянхи пурӑҫпа килӗшсе тӑракан ҫӗнӗ юхӑм сакӑр направленипе аталанса вӑй илсе пырать.  Ҫамрӑксм хӑйсен ӑс-хакӑл тӗнчине, тавра-курӑмлӑхне строительствӑра, медицинӑра, вӗренӳпе спортра, ял хуҫалӑхӗпе тӗрлӗ пооизводствӑсенче туптаса пыраҫҫӗ.  Чӑваш Енерн вӗренсе тухнӑ студентсем ҫӗршыври пысӑк предприятисемпе организацисенче вӑй хураҫҫӗ, хӑйсен ӑсталӑхне ҫирӑплетсе параҫҫӗ.  

 Ҫамрӑксене ӗҫлесе пыни кӑна хавхалантармасть, вӗсем хапӑл тусах тӗрлӗ культура, спорт мероприятисене хутшӑнса мала тухассишӗн ӑмӑртаҫҫӗ.  Палӑртса хӑвармалла, хӗллехи тапхӑрта  ҫамрӑксем юр тасатассипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ акцисене хутшӑнса ырӑ тӗслӗх кӑтарса  па- раҫҫӗ.  СВО хутшӑнакансен ҫемйисене, ватӑсене, ветерансене сахал мар пулӑшу  кӳреҫҫӗ.  Тепӗр пысӑк ӗҫсенчен пӗри вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти проектне пурнӑҫа кӗртме витӗм кӳни.  Ҫитӗнекен ӑрӑва истори пулӑмӗсем пирки тӑтӑшах каласа параҫҫӗ, культура, йӑла-йӗркене упраса хӑварассишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.  Палӑртса хӑваратпӑр, ырӑ ӗҫ тӑвакнсем республикӑри вунӑ муниципалитета ҫитсе килнӗ, пуласлӑхри тӗллевӗсем те вӗсен пысӑк. Вӗсене те пурнӑҫа кӗртсе пырассишӗн ырми-канми тӑрӑшассине шантараҫҫӗ, хӑйсенчен мӗн килнине пӗтӗмпех йӗркелесе парса, усӑллӑ ӗҫсем тӑвассишӗн тимлеҫҫӗ.   



18 февраля 2026
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter