Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев СВО паттӑрӗсене тӑтӑшах халӑх ырӑ кӑмӑлпа пулӑшупа тивӗҫтернине асӑннӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев СВО паттӑрӗсене тӑтӑшах халӑх ырӑ кӑмӑлпа пулӑшупа тивӗҫтернине асӑннӑ

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн Чӑваш Енрен 62-мӗш гуманитари  пулӑшӑвне ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине, Запорожье тата Ростов госпиталӗн икӗ ҫар чаҫӗ валли ӑсатнӑ.   

 «Уяв кунӗсем умӗн паттӑрсем патне пулӑшӑва ӑсатни паха. Вӗсем пӗтӗм республика пулӑшӑвне туйса илеҫҫӗ.  Хӑйсене тимлӗх уйӑрнине пӗлеҫҫӗ.  «Пӗрле» фонд  тӗрлӗ предприятисемпе тата организацисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени куҫ кӗретех. Ҫӗршер-ҫӗршер  ҫын ырӑ кӑмӑлпа май пур таран тӗрлӗ пулӑшу пама пикенет.  СВО зонине  строительство хатӗрӗсемпе тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ,  топливо тата ытти ятарлӑ техника парса пулӑшаҫҫӗ.  Волонтёрсем те хапӑл тусах ырӑ ӗҫсе тума васкаҫҫӗ. Пирӗн ентешсен тӑрӑшуллӑ аллисемпе тунӑ япаласем пурте пӗлтерӗшлӗ. Пӗрле хутшӑнса тӗрлӗ пулӑшу пама килӗшнӗ мӗнпур хастара пысӑк тав» тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Гуманитари конвойӗ шутӗнче  20 кубометр пиломатериал, 480 ОСБ тата 60 рулон фольгоизол. Вӗсене Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк министерствипе «Пӗрле» фонд хатӗрленӗ. «Геона» алӑксем тирпейлесе кӑларакан фабрика Раҫҫейри армянсен союзӗн регионти уйрӑмӗпе пӗрле ентешсем валли топливо брикечӗсен 12 поддонне панӑ.

Паттӑрсем валли кирлӗ хатӗрсем пухма Шупашкарти пӑрӑхсем хатӗрлекен завод ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем фольгоизол, утеплитель тата ҫилпе нӳрӗкрен хӳтӗлекен пленка ӑсатнӑ.  Шупашкарти, ҫавӑн пекех Красноармейскинчи, Муркашри, Канашри тата Комсомольски округӗсенчи Волонтер пӗрлӗхӗсем маскировка сечӗсене, окоп ҫуртисене, квадрокоптер, автоклав, кӑмака-буржуйкӑсем, портативлӑ газ баллонӗсем, ӗҫмелли шыв, типӗ яшкасемпе апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме витӗм кӳнӗ.

Ростоври госпитале Чӑваш Енри Тӑван ҫӗршыв воинӗсен ҫемйисен комитечӗ вырӑн сармалли, кӗпе-йӗм, минтерсемпе утиялсем, харпӑр хӑй гигиена хатӗрӗсем  пуҫтарса панӑ. Вӗсене Тӑвай тата Хӗрлӗ Чутай округӗсен волонтерӗсем пухма пулӑшнӑ. Чӑваш полкне пилӗк генераторпа харпӑр хӑй посылкисене Чӑваш Енри КСВО хастарӗсем ӑсатнӑ.



18 февраля 2026
08:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter