Нацин пӗрлӗхӗ – малашлӑх никӗсӗ: Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш кадет корпусӗнче уҫӑ калаҫу мелӗпе лекци ирттернӗ

Нацин пӗрлӗхӗ – малашлӑх никӗсӗ: Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш кадет корпусӗнче уҫӑ калаҫу мелӗпе лекци  ирттернӗ

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Совет Союзӗн Геройӗ А. В. Кочетов ячӗллӗ ПФО Чӑваш кадет корпусӗн курсанчӗсемпе тӗл пулнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ «Пӗлӳ» Раҫҫейри обществӑпа паллаштарнӑ май вӗренекенсем валли «Пӗрлӗх вӑйӗ: Раҫҫей историйӗ тата пуласлӑхӗ»  темӑпа уҫӑ калаҫу  ирттернӗ.

Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн теми ҫинче тӗплӗ чарӑнса тӑнӑ, нацин культура пӗлтерӗшӗн ӑнлавне  тӗплӗн ҫутатса панӑ.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ курсантсене ӑрусен хӑватлӑхӗ пирки те чарӑнса тӑнӑ,  паянхи пурнӑҫ таппинче пӗрне-пӗри ӑнланса ӗҫлесен, йывӑр чухне пулӑшма тӑрсан, кирек-епле йывӑрлӑха та парӑнтарма часах тенӗ.

 «Раҫҫей халӑхӗн пӗрлӗхӗ тулашри тата шалти хӑрушлӑхсене хирӗҫ тӑрас ӗҫре никӗс пулса тӑрать, вӑл пурне те ҫӗнтерме пулӑшать. Паян, ятарлӑ ҫар операцийӗн условийӗсенче, Раҫҫей халӑхӗсем каллех чӑмӑртаннӑ. Эпир - пуласлӑхшӑн пӗрлехи яваплӑхпа пӗрлешнӗ пӗр пысӑк ҫӗршыв. Шӑпах ӗҫри тата ҫарти  паттӑрлӑхсемпе тӗрекленнӗ ҫак пӗрлӗх  мӗнпур палӑртса хунӑ тӗллевсене  пурнӑҫлама май парать, кирек-епле йывӑрлӑха та туххӑмрах парӑнтарма витӗм кӳрет», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫамрӑк яш-кӗрӗмпе курнӑҫнӑ май.  Аудиторине пухӑннисене пурне те тав тунӑ, пӗрлӗхре вӑй тесе тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ.

Регион Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех Чӑваш кадет корпусӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫар вузӗсен курсанчӗсемпе телемост ирттернӗ. Пӗрлешӗве студентсен ашшӗ-амӑшӗ тата Раҫҫейри вӗренӳ учрежденийӗсен представителӗсем хутшӑннӑ. Ҫамрӑксем хӑйсен кулленхи пурнӑҫӗнче, вӗренӳри уйрӑмлӑхӗсенче мӗн курни-илтнине каласа панӑ тата кадет корпусӗнче илнӗ хатӗрленӳ вӗсене йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме тата пулас профессие алла илме мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа  кӑтартнӑ.  Олег Николаев курсантсене тав тунӑ:

 «Пурне те суйласа илнӗ ҫулпа малалла ҫирӗппӗн утма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлма сунатӑп. Анчах чи кирли, ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармалла мар, малаллах каймалла.  «Ӗмӗр пурӑн – ӗмӗр вӗрен» текен ӑнлав яланхи пекех малти вырӑна тухса тӑмалла.    Хӑйне шанса панӑ ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫлакан ҫын кӑна ҫитӗнӳсем тӑвайрать», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май. Ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ мухтавлӑ аслӑ ӑрӑвӑн чи лайӑх йӑли-йӗркине хальхи несӗлсем малалла тӑснине каланӑ Пуҫлӑх.

Олег Николаев ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани панӑшӑн Чӑваш кадет корпусӗн воспитателӗсене: Алексей Башмакова, Владислав Сергеевпа Дмитрий Клементьева Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.  Вӗсем пурте – профессиллӗ ҫар ҫыннисем. Палӑртса хӑварар, Алексей Башмаковпа Владислав Сергеев «Время СВОих» программӑна хутшӑнакансем шутланаҫҫӗ.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  курсантсен ашшӗ-амӑшӗсене тав тунӑ, ачасене тӗрӗс воспитани парса ҫитӗнтернӗшӗн мухтаса тав ҫырӑвӗ парса хисеп тунӑ.  

«Эпир пуласлӑха паян пӗрле йӗркелетпӗр.  Эсир, кадетсем – прӗн пуласлӑх.  Ҫӗршыва, тӑван ене тата та хӑватлӑн аталанса вӑй илтӗр тесе вӑй хуратӑр.  Сирӗн ачӑрсем  ҫак ҫӗршывра пурӑнӗҫ.  Сирӗнпе эпир мӑнаҫланатпӑр, эсир пурришӗн савӑнатпӑр», – тесе  палӑртса каланӑ мероприятине пуӑннисене саламланӑ май ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Владислав Сергеев, кадет шкулӗнче вӑй хуракан паттӑр.      

Олег Николаев Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ май йӗркеленӗ Совет Союзӗн Геройӗн Александр Кочетовӑн мемориалӗ патне чечексем хунӑ.



19 февраля 2026
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter