Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫар служащийӗсене – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене – патшалӑх наградисемпе чысланӑ
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халаллаcа паллӑ пулӑм пулса иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ. Вӑл ҫар служащийӗсене – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене – патшалӑх наградисемпе чысланӑ.
«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ Тӑван ҫӗршыва юратнине, ӑна упраса хӑварма тӑрӑшнине, тӑван ҫӗр ҫине пирӗн халӑх пысӑк тимлӗх уйӑрнине, йӑла-йӗркесене пӑхӑнса пынине ҫирӗплетет. Тӗрлӗ ӑрӑва пӗрлештерекен ҫак уяв Раҫҫей салтакӗсен паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхне тата хӑйсене шеллеменлӗхне, вӗсем тӑван ене чунтан парӑнса тӑнине сӑнарлать.
Кашни ҫар ҫынни – пирӗн мӑнаҫлӑх, Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине тата ӑна хӗрӳллӗн юратнине кӑтартакан ырӑ тӗслӗх. Эпир хамӑрӑн юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн хӳтӗлевҫисене, Раҫҫей ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ мӗнпур ҫынсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра чыслӑн упратпӑр. Вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем пирӗншӗн тата килес ӑрусемшӗн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчи пархатарлӑ тӗслӗхсем шутланаҫҫӗ. Историн паттӑрла тапхӑрӗсене тивӗҫлипе асра тытни граждансемпе обществӑна хамӑр ҫӗршыв – Раҫҫей тавра пӗрлештерме пулӑшакан витӗмлӗ вӑй пулса тӑрать. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене уйрӑмах пысӑк тав», – тесе каланӑ Олег Николаев.
Палллӑ пулӑма ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем, вӑй тытӑмӗсемпе ведомствӑсен представителӗсем, Правительство членӗсемпе Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем тата ыттисем те пулнӑ. Ҫарпа патриотлӑх клубӗсен пархатарлӑ ӗҫне хутшӑнакан ҫамрӑксем ырӑ тӗслӗх. Ертӳҫӗсем Ҫӗршывӑмӑрӑн аслӑлӑхне сыхласа упрама тата ӳстерсе пыма, унӑн пӗр пӗтӗмлӗхне тата хӳтӗлев пултарулӑхне малалла та ҫирӗплетме суннӑ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси тӗп тивӗҫ. Ҫӗршывӑн хальхи мӗнпур хӳтӗлевҫине тата пулассисене те мирлӗ тӳпе, ҫемйӗрсенче телей тата ыррине пурне те сунӑ вӗсем.
