Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешсем! Хисеплӗ ҫар ҫыннисем тата ҫар ҫапӑҫӑвӗсен ветеранӗсем!

Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑмӑр хӑрушсӑрлӑхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне тивӗҫтерсе ӑна шанчӑклӑн сыхлакансене пӗр ӗмӗр ытла ӗнтӗ хисеп туса чыслаҫҫӗ. Ҫак уяв чӑннипех халӑхӑн пулса тӑчӗ: ӑна хӑйӗн пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва сыхлас ӗҫе халалланисене пурне те тав туса кашни ҫемьерех паллӑ тӑваҫҫӗ. 

Эпир фашизма ҫӗнтернӗ мӑн асаттесемпе асаттесен, аттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр. Хамӑр ҫӗршывӑмӑрӑнне кӑна мар, пӗтӗм тӗнче ирӗклӗхне шӑпах совет халӑхӗ сыхласа хӑварнине эпир яланах асра тытӑпӑр. 

Паян Раҫҫей ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑнӑ курайманлӑхпа нацизм идеологийӗпе каллех тӗл пулчӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан пирӗн ҫар ҫыннисем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес ӗҫри мухтавлӑ йӑла-йӗркене хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартса тивӗҫлипе малалла тӑсаҫҫӗ. Вӗсем – пирӗн паттӑрсем, ҫитӗнекен ӑрушӑн Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине кӑтартакан ҫутӑ тӗслӗх.

Чӑнлӑхпа тӗрӗслӗхе хӑйсене шеллемесӗр хӳтӗлекенсем хушшинче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ паттӑрсем те чылайӑн. Эпир ҫакна асра тытатпӑр тата вӗсене пулӑшу кӳрессишӗн хамӑртан килнине пурне те тӑватпӑр: ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа тытӑҫусем пыракан тӑрӑха гуманитари тиевӗллӗ 62 конвой ӑсатнӑ. Пирӗн боецсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем те тимлӗхсӗр юлмаҫҫӗ – вӗсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу паратпӑр тата хӳтлӗх кӳретпӗр.

Ҫӗршывӑмӑра халӗ, тулашри тата шалти хӑрушлӑхсем уҫҫӑн ума тухнӑ вӑхӑтра, эпир пӗрлӗхлӗ тата пӗр шухӑшлӑхлӑ пулни нихҫанхинчен те ытларах кирлӗ. Эпир унӑн пӗтӗмлӗхне тем тесен те сыхласа хӑваратпӑрах, граждансен ирӗклӗхӗпе прависене те тивӗҫлипе хӳтӗлетпӗрех. Пире вӗт пурсӑмӑра та нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑла-йӗрке тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратни ҫинче никӗсленекен шалти вӑй пӗрлештерсе тӑрать. Шӑпах вӑл пире палӑртнӑ тӗллев еннелле – Ҫӗнтерӳ патне – ҫирӗппӗн утма май парать.

Хисеплӗ ентешсем! Сире уяв ячӗпе саламлатӑп! Ҫирӗп сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх, чун ҫирӗплӗхне тата хастарлӑх сунатӑп. Чи ӑшӑ сунӑмсем – сирӗн ҫемйӗрсемпе ҫывӑх ҫыннӑрсене, вӗсем сирӗншӗн тӗрев тата хунтӑ шутланаҫҫӗ. Уявпа! Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Олег Николаев



23 февраля 2026
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter