Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв чиккисене хӳтӗленӗ салтаксене пуҫ тайса палӑксем умне чӗрӗ чечексем хунӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв чиккисене хӳтӗленӗ салтаксене пуҫ тайса палӑксем умне чӗрӗ чечексем хунӑ

«Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче ертӳҫӗсем чӗрӗ чечек ҫыххисем хунӑ.  Унта  республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсем, республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫисемпе депутачӗсем, Общество палатин членӗсем, федераллӑ тытӑмсен ертӳҫисем, ветеранӗсем тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем, наципе культура пӗрлешӗвӗсен, йӑлана кӗнӗ тӗн конфессийӗсен, общество организацийӗсен, администраци представителӗсем  тата та ытти ҫынсем хутшӑннӑ.

Паллӑ пулӑма хутшӑнакансем Мухтав Монуменчӗ умне, «СВО паттӑрӗсем» пулас палӑкӑн умне те хӑнасем пуҫ тайса чечек ҫыххисем хунӑ.  Афганистанра тата Ҫурҫӗр Кавказра хирӗҫӳре пуҫ хунӑ ҫар ҫыннисен мемориалӗсем патне ҫитсе  самантлӑха шӑплӑха тытса чӗрӗ чечексем хунӑ.  

Чӑваш Енри 150 ытла хастар: вӗсен йышӗнче студентсем, шкул ачисем тата волонтерсем «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче 500 метрлӑ Георгиевский лентӑна сарнӑ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ патриотлӑх акцине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» Ҫамрӑк Гвардин регионти уйрӑмӗ йӗркеленӗ.

 «Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ыйту ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ шутланать, ҫавӑнпа республика Правительстви харӑсах темиҫе  тӗрлӗ ӗҫ йӗркелесе пыма витӗм кӳрет: волонтер юхӑмӗ, «Юнармия» шырав отрячӗсем тата ыттисем те. Паянхи мӗнпур ӗҫсене  ҫӗнӗ проектсемпе тата хальхи инфраструктурӑпа вӑйлатрӑмӑр, ачасене мӗн пӗчӗкрен тӗп хаклӑхсене –  Тӑван ҫӗршыва юратнине тата ӑна хӳтӗлеме хатӗррине –  хӑнӑхтарма тӑрӑшрӑмӑр. Часах пирӗн тата тепӗр хӑйне евӗрлӗ  тӳрем пулӗ. Кӑҫал «Звездныйй» лагерь базинче «ВОИН» центрне уҫӑпӑр, вӑл кадет программин тӑсӑмӗ пулӗ. Кунта ачасем хӗҫ-пӑшал тытма вӗренӗҫ, тӗрлӗ профильлӗ хӑнӑхусем илӗҫ, пӗрлӗхре ӗҫлесе пыма хӑнӑхса пырӗҫ», –  тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн  сӑмахӗнче  Олег Николаев.

Палӑртса хӑварар, кӑҫал Шупашкарта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» «Истори астӑвӑмӗ» проект шайӗнче «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексне ҫӗнетме тытӑнаҫҫӗ. Кунта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене  пӗр чӑмӑра пухакан палӑк пулӗ. Ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес ӗҫре фронтпа тыл пӗрлӗхне халалланӑ площадкӑна та ҫӗнетӗҫ.



24 февраля 2026
08:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter