2026 ҫулта Чӑваш Енре бюджет сферин специалисчӗсем валли 48 служба хваттерӗ туянма палӑртнӑ

2026 ҫулта Чӑваш Енре бюджет сферин специалисчӗсем валли 48 служба хваттерӗ туянма палӑртнӑ

Республикӑра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе бюджет сферинче ӗҫлекенсене  валли ҫурт-йӗрӗпе тивӗҫтерес тӗллевпе муниципалитетсене пулӑшмалли программа пурнӑҫа хастар кӗрсе пырать.  Тӗрлӗ службӑсенче тӑрӑшакансене ҫлужба тивӗҫне пурнӑҫланӑ тапхӑрта хваттерсем парса  пулӑшӗҫ, пӳлӗмсем илес текенсем валли хӑтлӑ хваттерсем пулӗҫ.

 «Авариллӗ ҫуртсене  прахӑҫласа, ҫӗнӗ хваттерсемпе тивӗҫтересси,  тӑлӑх ачасене валли пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярасси тата служба ҫурт-йӗрӗн фондне йӗркелесси – строительство  тытӑмшӗн пӗлтерӗшлӗ пайсенчен пӗри тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.  Нумай ачаллӑ ҫемьесене тӗрев парасси ыйту актуаллӑ шутланать.  Хуласенче вӗсем валли хваттерсем пӑхса хӑвармалла, ял хутлӑхӗнче вара уйрӑм ҫуртсем тума май пур. Объектсем валли  ҫӗр лаптӑкӗсем хатӗрлемелле.  Республикӑри кашни ҫемйен пурнӑҫӑн лайӑх условийӗсене, ырӑ улшӑнусем пулса иртнине те курса ӗненмелле вӗсен», – палӑртса каланӑ  хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев

Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Владимир Максимов пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026 ҫул валли республика бюджетне 69,4 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, укҫа-тенкӗне тӑхӑр муниципалитета куҫарса парӗҫ.  Тӑкаксен ҫуррине республика хӑй ҫине илет, ыттине  – вырӑнти бюджетран уйӑрӗҫ.  48 хваттер туянма палӑртнӑ, вӗсенчен 43-шӗ ялсенче вырнаҫӗҫ.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрсем ытларах  Вӑрнар округӗнче пулӗ, унта 15 хваттер туянма палӑртаҫҫӗ. Улатӑр муниципалитетӗнче – 10, Сӗнтӗрвӑрри тата Вӑрмар хулисенче 6-шар хваттер пӑхса хӑварнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 5, Куславкка тата Комсомольски округӗсенче – 2-шер, Хӗрлӗ Чутайпа Тӑвайра – пӗрер хваттер.

Ҫакӑн пек туни 2025 ҫулта хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартса панӑ та ӗнтӗ. Хӗрлӗ Чутай округӗнче программӑна пула служба ҫурт-йӗрӗн уҫҫисене харӑсах вунӑ специалист илнӗ: медицина ӗҫченӗсем, учительсем тата участковӑй уполномоченнӑй.  Ҫакӑн пекех Куславккапа Тӑвай округӗсенче ӗҫе кӗртнӗ программӑна, специалистсем хваттерлӗ пулнӑ.

 Пӗлме: республикӑри муниципалитетсене 402 служба хваттерӗ кирлӗ, вӗсенчен 363-шӗ – ял хутлӑхӗнче.  Палӑртса хӑвармалла, ҫӗнӗ ҫурт-йӗрсем хута яни специалистсен ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса панисӗр пуҫне чӑваш ялӗсен сӑн-сӑпатне ҫӗнетмелли стимул та пулса тӑрӗ.

 



25 февраля 2026
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter