Канаш округӗнчи предприятисем 2025 ҫулта пӗтӗмпе 25,4 млрд тенкӗллӗх таварсем тирпейлесе вырнаҫтарнӑ
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов Канаш муниципаллӑ округӗнче иртнӗ анлӑ ларӑва хутшӑннӑ. Унта пухӑннисем 2025 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн тата ҫитес малашлӑх планӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене тарӑн пӑхса тухнӑ.
«Канаш округӗ – питӗ лайӑх вӑй илсе аталанса пымалли территори шутланать. Пурӑнакан ҫын пуҫне хӑйӗн тупӑшӗ чӗрӗк, налуксем – 26,8% ӳснӗ, предприятисем вара 25,4 млрд тенкӗлӗх тӗрлӗ тавар калӑпласа кӑлартнӑ. Пирӗн приоритет – ТОСЭР промышленноҫне аталантарасси тата «Ҫӗнӗ ресурс» технопарк евӗр площадкӑсем хута ярасси. Унта кӗҫех ҫӗнӗ завод уҫӑлӗ. Республика Правительстви пур енлӗн аталанса пыма пулӑшу парӗ», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Округӑн экономика никӗсне индустри паркӗ тата «Канаш» (ТОСЭР) социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн малта пыракан территорийӗ 9-мӗш резидентсемпе ҫирӗплетеҫҫӗ. Инвестици пулӑшӑвне пула 2025 ҫулта пысӑк пӗлтерӗшлӗ экологи проектне пурнӑҫа кӗртнӗ – ҫӳп-ҫап сортировка комплексне хута янӑ. Республика аталанӑвӗн пилӗк ҫуллӑх программи шайӗнче Канашри МО-ра тата 39 инвестици проекчӗ ирттерме палӑртнӑ, ҫав шутра проектсем-драйверсем: транспортпа логистика центрӗ. 2026 ҫулта пӗтӗмӗшле 713 млн ытла тенкӗлӗх 7 пысӑк объекта туса пӗтерме палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче – теплица комплексӗпе эмел курӑкӗсене тирпейлекен цех тӑвасси, ял хуҫалӑх техникипе тиевлӗ машинӑсен производствине хута ярасси, ҫавӑн пекех ӗҫлекен предприятисене техника енчен ҫӗнетсе улӑштарасси, тасатмалли сооруженисене модернизацилесси тата ытти те.
Округра строительство отраслӗн пысӑк динамики 2024 ҫултах лайӑх упранса пырать. Пӗлтӗр нумай хваттерлӗ 29 ҫурта тӗпрен юсанӑ 2,7 пин ҫын пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ. 94 ҫемье ҫӗнӗ хаттерлӗ пулнӑ. Вӗсене валли пӗтӗмпе 227 млн тенке яхӑн тӑкакланӑ. 2026 ҫулхи плансенче тата 38 ҫурта юсасси тата 75 ҫемье валли ҫурт-йӗр туянма пулӑшасси.
Граждансене хӑй тӗллӗн пурнӑҫламалли тухӑҫлӑ инструмент социаллӑ контрактсем пулса юлаҫҫӗ: ҫулталӑк хушшинче вӗсен йышӗ икӗ хут ӳснӗ, 87,9 млн тенкӗлӗх 455 килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Агросектор яланхи пекех пысӑк кӑтартусемпе палӑрать. Техникӑна ҫӗнетсе пыни кӑлӑхах мар, аграри тытӑмӗнче вӑй хуракансем тӗш тырӑ рекордлӑ тухӑҫ туса илнӗ – гектартан 35,7 центнер, 62 пин тонна ытла тырӑ пухса кӗртнӗ. Отрасль позицийӗсене ҫирӗплетме 2025 ҫулта пурнӑҫа кӗртнӗ пилӗк инвестици проекчӗ витӗм кӳнӗ: эмел курӑкӗсене тирпейлекен хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан цеха хута янӑ, хатӗр таварсен складне тунӑ, ҫавӑн пекех чӑх-чӗп ӗрчетекен комплекса ҫӗнетнӗ. Унсӑр пуҫне округ агросекторӑн туризм вӑй-хӑватне аталантарать: профильлӗ турцентр уҫнӑ та «Чӑваш Енӗн пылак ылтӑнӗ» хӑйне евӗрлӗ комплекса хута янӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе пурнӑҫлакан «Ниме» пуҫаруллӑ бюджетировани программи хӑйӗн тухӑҫлӑхне ҫирӗплетсе парать. Икӗ ҫул хушшинче вӗсен шучӗ 54-ран 97-е ҫити ӳснӗ. Кӑҫалхи ҫул 96 «халӑх» объекчӗ валли – 322,7 млн тенке яхӑн пӑхса хӑварнӑ. Укҫа-тенкӗ ҫулсене юсама, электричествӑсем тума, парксемпе спортплощадкисене пурнӑҫа кӗртме тӑкакланӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» халӑх программи шайӗнче хушма 7 проект пурнӑҫланӑ, унта пурӑнакансем ӗҫсен мӗнле пынине, пахалӑхне вырӑнти халӑх тӗрӗслесе тӑнӑ.
Анлӑ инфратытӑм тӗллевӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ округра. Канаша шывпа тивӗҫтермелли сетьсен реконструкцине 2030 ҫулччен пурнӑҫламалли республика программине кӗртсе хӑварнӑ. Ҫитес вӑхӑтра Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче виҫӗ ҫӗнӗ котельнӑй тума тытӑнаҫҫӗ.
«Ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ май тивӗҫлӗ кӑтартусем куратпӑр. Республикӑн промышленноҫӗ 2,7% ӳснӗ – ку федерацин Атӑлҫи округӗнчи пиллӗкмӗш кӑтарту, Канаш предприятийӗсем те ҫак ҫитӗнӗве пысӑк тӳпе хывнӑ. Агропромышленноҫ комплексӗ те шанчӑклӑн ӗҫлерӗ – ӳсӗм 10% танлашрӗ. Эпир тӗш-тырӑсен рекордлӑ тухӑҫне илтӗмӗр, аш-какай, сӗт туса илессине ӳстертӗмӗр. Тавралӑхра инвестици проекчӗсем хастар пурнӑҫланса технопарксем йӗркеленни савӑнтарать. Ку резидентсене производствӑсене хӑвӑрт хута яма тата ҫынсене ӗҫ вырӑнӗсемпе тӳрех тивӗҫтерме май парать. Ҫапах та тӗп тӗллев ял хутлӑхӗнче тата пӗчӗк хуласенче халӑха сыхласа хӑварасси юлать. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев льготӑллӑ категорисене кӑна мар, учительсене, врачсене, культурӑпа АПК ӗҫченӗсене те ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме тӗллев лартать, вӗсем яла ӗҫлеме таврӑнаҫҫӗ. Пуласлӑх пирӗн пысӑк», – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Сергей Артамонов.
