АПК-ра тӑрӑшакансен ӗҫ укҫи ӳснине, муниципалитетӑн харпӑр хӑй тупӑшӗ хӑпарнине, цифровизаци вӑй илсе пынине каланӑ Элӗк округӗн аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

АПК-ра тӑрӑшакансен ӗҫ укҫи ӳснине,  муниципалитетӑн харпӑр хӑй тупӑшӗ хӑпарнине, цифровизаци вӑй илсе пынине каланӑ Элӗк округӗн аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Элӗк муниципаллӑ округӗнче 2025 ҫулшӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетсе 2026 ҫулхи тӗп тӗллевсене палӑртнӑ.

 «Элӗк округӗ питӗ лайӑх динамика кӑтартать. Округ ҫитӗнӗвӗсем – муниципалитет команди килӗштерсе ӗҫленин тата вырӑнти халӑх хисеплени, шанни. Пирӗн 2026 ҫулхи тӗллев – экономикӑри ҫитӗнӳсене тата пысӑкрах аталантарса вӑй илтерсе пырасси»,   тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

2025 ҫулта округри налук тупӑшӗ 10% яхӑн ӳснӗ, 150,7 млн тенке ҫитнӗ, налуксенчен мар  тупӑш  2,5 хут (48,3 млн тенкӗ) пухӑннӑ. Харпӑр хӑй тупӑш калӑпӑшӗ 198,9 млн тенкӗпе танлашнӑ, организацисенчи таварсен ҫаврӑнӑшӗ 36,6%  1,5 млрд тенкӗ ытла  хушӑннӑ.

Ял хуҫалӑхӗ округ экономикинче тӗп вырӑн йышӑнать.  Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, ял хуҫалӑх таварӗсен  производствин калӑпӑшӗ унчченхи ҫулхи кӑтартусенчен 1,2 хут пысӑкрах 2,4 млрд тенке ҫитнӗ. Пӗтӗмӗшле 61,7 млн тенкӗлӗх пилӗк инвестици проектне пурнӑҫа кӗртнӗ, хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан  50 ед. техника туяннӑ. Цифра технологийӗсене активлӑ ӗҫе кӗртеҫҫӗ: «Новый путь» СХПК-ра роботизациленӗ икӗ ферма ӗҫлет,  С.П. Волков фермер хуҫалӑхӗнче автопилотировани тата ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ дрон техникине хута яраҫҫӗ.

Муниципалитетӑн АПК пайне  2025 ҫулта 117,7 млн тенкӗ таран патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ.  Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 72 187 тенкӗ, ку енӗпе те республикӑри ытти хуҫалӑхрисемпе танлаштарсан самай аван.

Вӗрентӗве аталантарма 2025 ҫулта округ бюджетӗнчен 321,3 млн тенкӗ тӑкакланӑ: шкулсен пурлӑхпа техника базине ҫӗнетсе улӑштарнӑ, шкул апатланӑва централизациленӗ.

2025 ҫулхи пӗлтерӗшлӗ пулӑм Элӗк муниципаллӑ округӗнче «Спорт - пурнӑҫ норми» федераллӑ проект шайӗнче Юнтапа ялӗнче ГТО памалли нумай функциллӗ спорт площадкине тӑвасси пулса тӑнӑ.

2026 ҫулта «Хӗлхем» Спорт шкулӗн ҫуртне тӗпрен юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.  Ҫитес ҫулта Элӗк салинче спорт стадионне тума проектпа смета документацине хатӗрлеме пуҫлӗҫ.

Муниципаллӑ округа аталантарас ӗҫре «Ниме  халӑх бюджечӗ» пуҫаруллӑ бюджетировани пӗлтерӗшлӗ  вырӑн йышӑнать. 2020 ҫултанпа Элӗкри МО территорийӗнче 285 проект пурнӑҫланӑ. 2025 ҫулта 62 проекта пурнӑҫа кӗртнӗ.

2026 ҫулта пӗтӗмӗшле 146,9 млн тенкӗлӗх 66 проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ, вӗсенчен 117,6 млн тенкине республика бюджетӗнчен уйӑрнӑ, 13,2 млн тенкине вара халӑх пухнӑ. Проектсен ытларах пайӗ ҫулсене юсассине, территорисене тирпей-илем кӗртессине тата ял инфратытӑмне  аталантарассипе ҫыхӑннӑ.

Муниципалитетра культура отрасльне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Пӗлтӗр Элӗк округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн ҫуртне тӗпрен юсанӑ, ача-пӑча ӳнер шкулне реконструкциленӗ, Элӗкри литературӑпа краеведени музейӗ ҫӗнӗ оборудовани илнӗ, Элӗкри ача-пӑча библиотекине модернизациленӗ. 2026 ҫулта пурнӑҫламалли проектсем те сахал мар.

Ҫурт-йӗр сферинче 2025 ҫулта пӗр нумай хваттерлӗ ҫуртра юсав вӗҫленӗ. Кӑҫал нумай хваттерлӗ  икӗ ҫурта ҫӗнетсе улӑштармалла.

Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 20252030 ҫулсенчи Комплекслӑ программине пурнӑҫланӑ май 1 инвестици тата 2 инфраструктура проектне вӗҫлеме палӑртнӑ.



27 февраля 2026
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter