Паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан пурнӑҫ условийӗсене ял тӑрӑхӗсенче йӗркеленине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Елчӗк муниципаллӑ округӗн 2025 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ, анлӑ канашлӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ. Тӗлпулӑва хутшӑннисем пурнӑҫланӑ кӑтартусене сӳтсе явнӑ, муниципалитетри пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшакан плансене тишкернӗ.
«Юлашки пилӗк ҫулта эпир 2020 ҫулта палӑртнӑ плансен пысӑк пайне пурнӑҫа кӗртрӗмӗр. Паян экономика, ял хуҫалӑхӗсем ҫирӗп аталаннине кура, республикӑн хӑйӗн тупӑшӗсем палӑрмаллах ӳснӗ май, пысӑк калӑпӑшлӑ тӗллевсене тата та палӑртнӑ. Ҫапах та ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑх шайне ӳстерсе пырасси, медицина, шывпа тивӗҫтересси, пахалӑхлӑ вӗренӳ, спорта аталантарса вӑй илтересси ыйтусем те приоритетлӑ шутланаҫҫӗ. Ялсенче клубсем ҫӗнелеҫҫӗ, ача-пӑча площадкисем тӑваҫҫӗ, шкулсем модернизацилеҫҫӗ. Ҫӗнӗ йышши пысӑк технологисем вӑй илсе пыни те куҫ кӗретех. Чӑваш Ен умӗнче тӑракан пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас тесен, пурсӑмӑрӑн та пӗрле килӗшсе ӗҫлеме тӑрӑшмалла, кун пек чухне ҫитӗнӳ пуласси те часах», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Округри финанс енӗпе пысӑк кӑтартусем пулни суйласа илнӗ курс тӗрӗс пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Иртнӗ ҫулта округ бюджетне 741,8 млн тенкӗ ытла кӗнӗ, ку 2024 ҫулхи кӑтартусенчен 7,5% пысӑкрах пулать. Округ пӗтӗмӗшле рейтингра 12-мӗш вырӑнта тӑрать.
Вырӑнти аталанӑвӑн тӗп драйверӗсенчен пӗри агропромышленность комплексӗ шутланать. Ял хуҫалӑх производствин калӑпӑшӗ округра 12,1% пысӑкланса 4,5 млрд тенке ҫитнӗ, ҫакӑ муниципалитета АПК ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе республикӑра 8 вырӑн тивӗҫтернӗ. Отрасле 2025 ҫулта патшалӑх пулӑшӑвӗ 207,6 млн тенкӗ куҫнӑ. 187,3 млн тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илни предприятисене нумай вӑхӑтлӑх проектсене инвестици хывма май панӑ. Экономикӑри ҫитӗнӳсем ял ҫыннисен ырлӑхӗнче тӳрремӗнех палӑраҫҫӗ: отрасльти вӑтам ӗҫ укҫи 51,7 пин тенкӗрен те иртнӗ 30% ытла ӳснӗ.
Территорисене ҫӗнетес ӗҫре Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи комплекслӑ программи паллӑ вырӑн йышӑннӑ. Елчӗк тӑрӑхӗнче вӑл 28 инвестици тата 62 инфраструктура проектне кӗртет. Тӗп пуҫарусен шутӗнче – карбоксиметилцеллюлоз, ҫӗнӗ фермӑсем, тушёнка туса кӑларакан цех тата ҫул сечӗн масштаблӑ реконструкцийӗ шутланать.
2025 ҫулта 88,8 млн тенкӗлӗх 109 проект пурнӑҫланӑ. Кӑҫал 109,5 миллион тенкӗллӗх тепӗр 51 пуҫарӑва пурнӑҫлама палӑртнӑ. Округра ял тӑрӑхӗсем хастар ӗҫлени куҫ кӗретех.
Пысӑк проектсемпе пӗрле округ социаллӑ тӗллевсене те туллин пурнӑҫа кӗртсе пырать. 2025 ҫулта ҫул-йӗр фондне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси икӗ хут ӳснӗ, 96 млн тенке ҫитнӗ, ҫакӑ 7 ҫухрӑм ытла трассӑна ҫӗнетме май панӑ. Унсӑр пуҫне ҫурт-йӗр хута ямалли калӑпӑшӗ 30% яхӑн ӳснӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, муниципалитет лайӑх аталанать, ҫитӗнӳсем пурри те ҫакнах ҫирӗплетеҫҫӗ.
