«Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историйӗн чӗрӗ сӑнарӗ пулнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историйӗн чӗрӗ сӑнарӗ пулнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Республикине «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ»  кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут килсе ҫитнӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 4-мӗшӗччен Шупашкарта пулӗ. Музее ҫитсе кураймасан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историйӗпе виртуаллӑ тур мелӗпе паллашма хӑтлӑ услови йӗркелесе панӑ.

 «Паян уйрӑмах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫинчен истори факчӗсене  тарӑнрах тӗпчесе ҫитес ӑрӑва вӗсем пирки пӗлтермелле.  Эпӗ «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» куравпа пӗрремӗш хут мар паллашатӑп. Кашнинчех хумхануллӑ туйӑм ҫуралать.  Ҫак хӑйне евӗрлӗ куҫса ҫӳрекен экспозици пирӗн Президент сӗннӗ концепцие - искусствӑпа документсен тӗрлӗ енлӗ формисем урлӑ ҫав пулӑмсем ҫинчен тӗрӗссине сыхласа хӑварса пӗлтерессине пурнӑҫа кӗртет. Шӑпах ҫакӑн пек мероприятисем пирӗн ҫӗршыв пуласлӑхӗ валли ҫирӗп никӗс йӗркеленеҫҫӗ. Йӗркелӳҫӗсене  пысӑк тав. Кӑҫал пилӗк пин ытла ача ҫак курава ҫитсе курма  кӑмӑл туни пирки  пӗлетпӗр.  Вӑл вӑхӑтри историсене ҫамрӑксем мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе, туйса пыраҫҫӗ, хальхи ҫамрӑксен пирӗн пӗрлехи астӑвӑмпа ҫыхӑнӑвӗ ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах ҫирӗпленӗ», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ку ахаль экскурси ҫӳревӗ кӑна мар, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историпе тӗплӗн паллашма май парать. 10 вакунра йӗркелесе тӑратнӑ куравсем кашнин хӑйӗн уйрӑм историйӗ: ҫӗртмен 21-мӗшӗнче вӑрҫӑчченхи иртен пуҫласа 1945 ҫулхи ҫӗнтерӳ ҫу уйӑхӗччен. 50 ытла видеопроектор, 140 мультимеди, 13 интерактивлӑ сӗтел тата ытти те.

Экспозицие хӑй вӑхӑтне кӗтекен хутшӑнакансем валли чукун ҫул вокзалӗнче интерактивлӑ площадкӑсем йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем, «Движения первых» хастарӗсем, волонтер-медиксем, «ВОИН» центрӑн инструкторӗсем тата Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑлавҫӑсен корпусӗн представителӗсем викторинӑсем, интеллектуаллӑ вӑйӑсем тата ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.

«Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ», пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» пекех, «Истори астӑвӑмӗ» парти проекчӗн шайӗнче пысӑк ӗҫӗн пайӗ пулса тӑрать.  Ҫакнашкал ҫутӗҫ проекчӗсене пулӑшасси – ҫӗршывӑн тӗрӗс историне упраса хӑварас ӗҫ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»  партийӗн приоритетлӑ пуҫарӑвӗсенчен пӗри.  Партипе  Чӑваш Ен Правительстви килӗштерсе ӗҫлени куҫ кӗретех. Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене ҫӗклекенсене халалланӑ Астӑвӑм комплексне туса лартни те ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса, ҫӗршывӑмӑра тата та хытӑрах юратма, уншӑн тӑрӑшса ӗҫлеме, яваплӑха туйма витӗм кӳрет.  



03 марта 2026
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter