Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Раҫҫейӗн Социаллӑ фончӗн Председателӗ Сергей Чирков пӗрле ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Социаллӑ фончӗн Председателӗпе Сергей Чирковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Ертӳҫӗсем граждансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшакан ҫӗнӗ социаллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртессине сӳтсе явнӑ, пӗрле килӗшсе ӗҫлемелли векторсене палӑртакан ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
«Эпир социаллӑ политикӑн тӗп ҫул-йӗрӗпе ӗҫлетпӗр. Ҫакна комплекслӑ, проактивлӑ, ҫынсен сӗнӗвӗсене шута илсе тӑватпӑр. Патшалӑх пулӑшӑвӗ ӑнланмалла пултӑр тесен, туххӑмрах ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртмелле. Граждансене пенсипе социаллӑ тивӗҫтерессине, ҫемьепе ачалӑха сыхлассине, ӗҫ паракансене пулӑшассине 2025 ҫулта 130 млрд тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Социаллӑ пулӑшӑвӑн хӑш-пӗр регионти мерисем Соцфонда куҫнӑ», - тесе пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Сергей Чирков Социаллӑ фондӑн ҫакӑн валли кирлӗ компетенцисемпе техника майӗсем пуррине палӑртнӑ, регион Пуҫлӑхне пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
«Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑранпа фонда регион соцдоплатне пенси ҫумне панӑ. Тата ытти пулӑшу мерисем пуласси те паллӑ. Фондсене пӗрлештернипе эпир пӗрлехи стандартсемпе тӳлев срокӗсене кӗртрӗмӗр, ҫакӑ системӑна граждансемшӗн уҫӑмлӑрах та меллӗрех тӑвать. Ҫак плансене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫламашкӑн регионти влаҫсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени, килӗшӗве алӑ пусни пирӗншӗн витӗмлӗ», - палӑртнӑ вӑл.
Тӗлпулура Олег Николаев Сергей Чиркова тав тунӑ: «Хамӑрӑн социаллӑ системӑна малашне те ӑнланмалла, юрӑхлӑ тата тухӑҫлӑ тӑвӑпӑр«, - тенӗ сӑмаха ҫавӑрса.
