Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен юхӑмӗн» ӗҫчешӗсем СВО хутшӑнакан паттӑрсен амӑшӗсене пулӑшаҫҫӗ
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен юхӑмӗ» тата «Ҫирӗп ҫемье» парти проекчӗсен шайӗнче йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри акци Чӑваш Енре старт илнӗ. Пуҫарӑва ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерес зонӑра ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакан паттӑрсен амӑшӗсене пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Мартӑн 8-мӗшӗ умӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫар служащийӗсен амӑшӗсене саламланӑ, хӑюлӑхпа вӑй-хал парса тӑнӑшӑн тав тунӑ. Ӑшӑ тӗлпулу Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче иртнӗ.
«Сире пула, хаклӑ хӗрарӑмсем, йӑла-йӗрке, культура, халӑхӑмӑрӑн пӗрлӗхӗ упранать. Эсир ҫак еткере хӑвӑрӑн ывӑлӑрсене парнелесе пыратӑр. Шӑпах эсир пирӗн хӳтӗлевҫӗсене тӗрӗс воспитани парса чӑн-чӑн паттӑрсем пулма пӑхса ҫитӗнтернӗ. Ҫирӗп ӑс-хакӑллӑ пирӗн ентешӗмӗрсем. Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пуласси пирки никамӑн та нимӗнле иккӗленӳ те ҫук. Пирӗн тӗллев вара — Тӑван ҫӗршывӑн кашни шанчӑклӑ ывӑлне пулӑшас, упраса хӑварас тесе хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех йӗркелесе парасси. Паян Тӑван ҫӗршыва ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӳтӗлекен салтаксемпе офицерсен амӑшӗсемпе мӑшӑрӗсене – уйрӑм тав сӑмахӗсем. Нумай хӗрарӑм паянхи кун хӗсмет тивӗҫне пурнӑҫлать – сирӗн хастарлӑхӑр, ӗненӗвӗр пире хавхалантарать.
Сирӗн ятӑрпа эпӗ пур хӗрарӑма та тав тӑватӑп. Константин Бальмонтӑн чаплӑ сӑввинчи йӗркесене аса илетӗп, сире парнелетӗп: «Хӗрарӑм – эпир ҫуралсан та, пирӗн юлашки самантра та, ҫапӑҫура та яланах пӗлтерӗшлӗ, куҫсенчи хӗлхем пек яланах вӑл ялкӑшать. Ҫак уяв кунӗнче эпӗ сире савӑнӑҫа туйма, киле юратупа тултарма сунатӑп. Ун пек чухне Чӑваш Ен тата та чечекленӗ, унпа пӗрле пӗтӗм Раҫҫей вӑй илсе пырӗ», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Пурне те ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, мирлĕ тӳпе сунннӑ вӑл. «Кашни кун ырă пулăмсемпе савăнтартăр, ҫывăх ҫыннăрсен тимлĕхне туйса тата та телейлӗрех пулӑр», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Пуҫлӑх.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен юхӑмӗ» проектӑн регионти общество канашӗн председателӗ Наталия Партасова ывӑл-паттӑрсене пӑхса ӳстернӗ, вӗсене Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентнӗ ашшӗ-амӑшӗсем пысӑк хисепе тивӗҫлине асӑннӑ, вӗсем ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх тенӗ. Кулленех паттӑрсене пулӑшас тесе хӗрарӑмсем сахал мар тӑрӑшнине каланӑ вӑл.
Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче пурте чун-чӗререн калаҫма, ҫӗнӗ хыпарсемпе паллашма пултарнӑ. Паттӑрсен амӑшӗсем валли экскурси ирттернӗ, унта вӗсене Раҫҫей халӑхӗсен хӑйне евӗрлӗ эткерӗ тата нумай енлӗ культури ҫинчен каласа кӑтартнӑ, каярах вӗсем Фёдор Павлов пьеси тӑрӑх «Ялта» спектакле те ҫитсе курнӑ.
