2026 ҫулта Чӑваш Ен бюджечӗ 137,5 млрд тенке ҫитессине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу иртнӗ. Ӗҫе пухӑннисем республика бюджечӗн проекчӗн 2026 ҫулхи тӗп улшӑнӑвӗсене тишкернӗ.
«2026 ҫулхи бюджета пӗрремӗш хут тӳрлетни республикӑшӑн чӑннипех рекордлӑ пулса тӑчӗ: республика хыснин тупӑш пайӗ 10,7 млрд тенкӗ ӳсет, тӑкаксем 27,7 млрд таран хӑпарнӑ. Ҫакӑ пире Чӑваш Енри пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма май парать. Социаллӑ сферӑна аталантарса вӑй илтерме 89 млрд тенке яхӑн ӳстересси паллӑ. Хушма укҫа-тенке СВО тата вӗсен ҫемйисене пулӑшма, бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстерме, ҫавӑн пекех шкулсене, ача сачӗсемпе культура объекчӗсене юсаса тирпейлеме уйӑрӗҫ», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Хушма укҫа-тенкӗн чылай пайне наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме тӑкаклӗҫ. Вӗсене валли 23,2 млрд тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. «Ҫамрӑксемпе ачасем» нацпроект шайӗнче 38 шкула тӗпрен юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» проект граждансене авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫарса хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтерме витӗм кӳрӗ, транспорта аталантармалли ҫӗнӗ регион проекчӗ 2026 ҫулта 29 автобуспа 5 троллейбус туянма май парӗ. Ҫак системӑллӑ йышӑнусем – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Халӑх программине пурнӑҫланин тӗп кӑтартӑвӗсем пулса тӑраҫҫӗ.
Регионӑн сывлӑх сыхлавне масштаблӑ модернизаци кӗтет: хушма укҫа-тенкӗпе 26 объекта тӗпрен юсама, хальхи йышши оборудовани туянма тата пысӑк технологиллӗ операцисем валли квота укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Комплекслӑ хӑрушсӑрлӑх ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Бюджета тӳрлетнӗ май гражданла оборонӑн хӳтӗлев сооруженийӗсене хатӗрлеме укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе нумай хваттерлӗ ҫуртсен путвалӗсене хатӗрлесси хастар пурнӑҫланать. Муниципалитетсенче террора хирӗҫ кӗрешессипе тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес тесе хушма укҫа уйӑрнӑ.
Регион аталанӑвне витӗм кӳрекен ӗҫсенчен пӗри – «Ниме – халӑх бюджечӗ» пуҫаруллӑ бюджет пулса юлать. Унта пурӑнакансенчен пӗтӗмӗшле 5 млрд ытла тенкӗлӗх рекордлӑ 1841 заявка килнӗ. Ытларах укҫа-тенкӗ ял ҫулӗсене юсама, шыв-шура тасатма, ача-пӑча площадкисене тирпейлеме тата ытти ӗҫсене йӗркелеме тӑкакланӗ.
Экологи ыйтӑвӗсем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ: вӑрман хуҫалӑхне аталантарма тата пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетме 183,1 млн тенкӗ хушма укҫа уйӑраҫҫӗ.
«Бюджет пирӗншӗн – чи кирли. Ҫынсем хускатакан ыйтусене татса пама, палӑртнӑ объектсене пурнӑҫа кӗртме май парать. Эпир ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин лартнӑ наци тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртмелли курса тытса пыратпӑр. Республикӑра кашни тенки тӗллевлӗ тӑкакланать, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайӗ лайӑхаланса пыни те никмшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов.
