Чӑваш Ен Атӑлӑн леш енӗнче халӑха пурӑнма тата канма хӑтлӑ условисем йӗркеленине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Шупашкарта Атӑл леш енчи территорие комплекслӑ аталантарас ыйтусене халалланӑ ӗҫлӗ канашлу иртнӗ. Тӗлпулӑва хутшӑннисем Шупашкар агломерацине аталантармалли тытӑма кӗртнӗ хальхи тата пурӑнма хӑтлӑ зонӑна сулахай ҫыран территорине трансформацилессипе ҫыхӑннӑ вӑраха тӑсӑлакан плансене тӗплӗн тишкернӗ, кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварнӑ.
«Туризм аталанӑвӗн драйверӗсенчен пӗри Атӑл леш енӗ теме юрать. Республикӑн чи илӗртӳллӗ вырӑнӗсенчен пӗри шутланать. Кунта канмалли 30 ытла объект вырнаҫнӑ: санаторисем, пансионатсем, ача-пӑча лагерӗсем. Патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ Атӑлӑн леш енчи ялӗсем тата «Аван» кану базисем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ, проектсем паха пулса тухнӑ. Пӗрлехи субсиди шайӗнче 2024 ҫулта пурнӑҫланӑ «Нартован» базӑна пляж зонине тирпей-илем кӗртесси пысӑк утӑм пулса тӑчӗ. Нумаях пулмасть 11,5 пин хӑна пухнӑ «Чӑваш Ен хӑнасене хапӑл» фестиваль те ҫирӗплетет, кун пирки хӑнасем те пӗрре мар калаҫҫӗ», – тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
2030 ҫулччен Атӑл леш енче социаллӑ объектсен сетьне – вӗрентӳ учрежденийӗсенчен, культурӑпа нумай функциллӗ центрӗнчен пуҫласа спорт площадкисем тата хальхи инженери коммуникацийӗсем таран – аталантарма палӑртнӑ. Обществӑлла уҫлӑхсене системӑллӑ тирпей-илем кӗртессине, ҫав шутра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» «Хула хутлӑхӗ» парти проектне тӗпе хурса пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнӑ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов Атӑл леш енне комплекслӑ майпа аталантарма плана кӗртнӗ май, вӗрентӳ тата пурӑнмалли майсем пур нумай функциллӗ уҫлӑх йӗркеленине хыпарланӑ. «Атӑл леш енӗ – Чӑваш Ен 2030 ҫулчченхи Комплекслӑ аталану программи шайӗнче аталану лаптӑкӗн пысӑк вӑй-хӑватлӑ территори пулса тӑрать», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вӑл. Проект шутне вӗренӳпе конгресс центрне тӑвасси, ҫутҫанталӑк паркне хӑтлӑлатасси тата 22 пин тӑваткал метр ытла ҫурт-йӗр хӑпартасси кӗрет. Кун пирки те уйрӑмӑн палӑртса хӑварнӑ вырӑнти пуҫлӑх сӑмаха малалла тӑснӑ май. Шыв, уҫӑлса ҫӳремелли ҫулсем тата темиҫе кунлӑха чарӑнма май паракан вырӑнсем тума та тӗллев лартнӑ.
«Асӑннӑ пуҫарусене пӗрремӗш хут мар сӳтсе яваҫҫӗ, инфраструктурӑна аталантарассипе те нумай ӗҫ тунӑ ӗнтӗ. Малалла ҫӗнӗ меслетсем кӗртмелле. Атӑл леш енне аталантармалли плансене пурнӑҫа кӗртсен, 2039 ҫул тӗлне 7,3 млрд тенкӗ налук пухӑнӗ. Чи кирли 800 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парӗ. Паянхи кун тӗп тӗллевсенчен пӗри, палӑртса хунӑ мӗнпур ӗҫсене туллин пурнӑҫласси. Вӑраха тӑсса объектсене пурнӑҫлама никамӑн та ирӗк ҫук, пурне те вӑхӑтра тумалла, халӑха пурнӑҫӑн паха условийӗсемпе тивӗҫтермелле» – тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Ресрубликин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов.
