Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пӗрремӗш хут «Ялкир вулавӗсем- 2026» фестиваль иртрӗ

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пӗрремӗш хут «Ялкир вулавӗсем- 2026» фестиваль иртрӗ

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пӗрремӗш хут «Ялкир вулавӗсем- 2026» фестиваль иртрӗ.

Мероприятие хутшӑнма Мӑн Этмен шкулне округри пӗтӗм шкултан 60 яхӑн ача пухӑнчӗ.  Фестиваль-конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ: 1-6, 7-11 классем  хушшинче Петӗр Ялкир шăрçаланă хайлавĕсене та хăйсем çырнă  сăввисене пăхмасăр каларĕç.  Вӗсем Ҫӗнӗ Ирчемес ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Петӗр Ялкир поэтӑн тата хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене илемлӗ те палӑртуллӑ калассипе тупӑшрӗҫ.

Конкурса хутшӑнакансене Чӑваш халӑх поэчӗсем Раиса Сарпи тата Светлана Асамат, хӗрлӗ чутайсен «Чавал» ентешлӗхӗн ертÿçи Савинкин Владимир Михайлович, Петӗр Ялкир ячӗллӗ преми лауреачӗсем, Яруткина Светлана Вячеславовна, Петрова Лариса Николаевна, Зоя Сывлăмпи итлерӗҫ. Чи пултаруллисене сцена ҫинче чысларӗҫ.

Фестивале пухӑннисем ҫакнашкал мероприяти Петӗр Ялкир поэтӑн ятне ҫӳллӗ шайра тытса тӑма, ҫамрӑк сӑвӑҫсене хавхалантарма май панине палӑртрӗҫ.



13 марта 2026
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter