Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн тата  йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен сферӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн тата  йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен сферӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн тата  йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Сирӗн кулленхи ӗҫӗр пурте йӗркеллӗ пурнӑҫланса пынӑ чухне питех палӑрсах  та каймасть. Анчах та пӗчӗк ҫеҫ кӑлтӑк тупӑнать кӑна – ҫынсем тӳрех сирӗн шутсӑр кирлӗ ӗҫӗр ҫинчен аса илеҫҫӗ. Шӑпах сире пула пирӗн ҫуртсенче ӑшӑ та ҫутӑ, урамсенче таса та тирпейлӗ, инфратытӑм пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлет, сервис пахалӑхӗ вара пулӑшу ыйтма килекенсене чӑннипех савӑнтарать.

Чӑваш Республикинче коммуналлӑ пысӑк хуҫалӑхӑн кал-кал ӗҫне 13 пин ытла специалист тивӗҫтерсе тӑрать. Тата йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен пин ытла предприяти ӗҫченӗсем, республикӑра пурӑнакансене тӑрӑшулӑхпа тимлӗх парнелесе, пирӗн кулленхи пурнӑҫа палӑрмаллах ҫӑмӑллатаҫҫӗ тата хӑтлӑрах тӑваҫҫӗ.

Иртнӗ ҫул эпир пӗлтерӗшлӗ кӑтартусем тума пултартӑмӑр. Пӗрлехи вӑйпа чылай инженери сетьне ҫӗнетрӗмӗр, тасатмалли ҫӗнӗ сооруженисем турӑмӑр, кивелнӗ лифтсене ылмаштартӑмӑр, хула хутлӑхӗсене ҫӗнетсе улӑштартӑмӑр.  Коммуналлӑ службӑсем халӗ Чӑваш Енре туса кӑларнӑ ку чухнехи техникӑпа пуянланни мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать. Пӗлтӗр «Трактор завочӗсем» концерн кашни муниципалитетах территорие тирпей-илем кӗртессипе ҫыхӑннӑ кирек мӗнле ӗҫе те тухӑҫлӑ пурнӑҫлама май паракан «Агромаш 90ТК» универсаллӑ тракторсемпе тивӗҫтерчӗ.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗн тата йӑла ыйтӑ­вӗсене тивӗҫтерекен сферӑн тӗп пуянлӑхӗ – эсир хӑвӑр, сирӗн пӗлӗвӗрпе опытӑр тата яланах лайӑхланса пыма ӑнтӑлни. Хӑйсен ӑсталӑхне ӳстерме ӑнтӑлакансене, инноваци технологийӗсене ӗҫе кӗртекенсене тата юлташӗсене чи лайӑх ӗҫ тӗслӗхӗсемпе паллаштаракансене – уйрӑм тав сӑмахӗсем.

Сире чӑтӑмлӑхӑршӑн, ӗҫри ӑсталӑхӑршӑн тата кирек хӑш самантра та, ӗҫ кунӗ  е уяв пулнине пӑхмасӑр, пулӑшма хатӗрришӗн тавтапуҫ. Эсир Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннах тивӗҫлӗ пурнӑҫ майӗсем туса пама тӑрӑшни чӑннипех хисепе тивӗҫ тата ҫакӑ пире малалла талпӑнма хавхалантарать.

Пархатарлӑ  ӗҫӗршӗн сире ҫынсем яланах тав туччӑр, хӑвӑр та, сирӗн ҫемйӗрсем те сывлӑхлӑ тата ырлӑхлӑ пулӑр. Ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, кулленхи ӗҫӗрпе савӑнма тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                         Олег Николаев



15 марта 2026
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter