Тӗллевлӗ вӗрентӳ – республикӑн пулас экономикин никӗсӗ пулнине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Республикӑн Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен канашлура Аслӑ шкулсене валли вӗренме кӗме тӗллевлӗ вӗрентӳ валли заявкӑсем йӗркелессине тӗплӗ пӑхса тухнӑ. Асӑннӑ ӗҫ экономикӑна квалификациллӗ кадрсемпе тивӗҫтермелли тӗп хатӗр пулса тӑнине палӑртнӑ ертӳҫӗсем.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кадр политикин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине каланӑ: « Кадр резервне тӗллевлӗн хатӗрлесси тата йӗркелесси вӑл – пирӗн приоритетлӑ ыйтусенчен пӗри. Малашне вӗренӳ, промышленноҫ тата ял хуҫалӑхӗнчи специалистсен дефицичӗн ыйтӑвӗсем сиксе ан тухчӑр тесен ӗҫ паракансемпе пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине тивӗҫтермелле пирӗн. Республика экономикин пуласлӑхӗ вӗсенчен чылай килет».
Чӑваш Республикин ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова 2027-2028 вӗренӳ ҫулӗ валли квота вырнаҫтарма заявка кампанийӗ пыни ҫинчен пӗлтернӗ. Тӗллевлӗ вӗрентӳ вӑл студента малашнехи ӗҫе вырнаҫас гарантипе тӳлевсӗр аслӑ пӗлӳ илме май паракан механизм пулнине каланӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Работа России» цифра платформи ҫинче ӗҫ паракансенчен заявкӑсем йышӑнасси старт илнӗ. Ҫак ӗҫ пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Паянхи куна пурӗ 23 заявка панӑ. Кун пирки е ырӑ хыпара пӗлтернӗ вӑл.
Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусенчен пӗри ҫитес пиллӗк ултӑ ҫул валли ятарлӑ план пулманнине палӑрта каланӑ министр. Ӗҫпе тивӗҫтерекен организацисен аслӑ шкулсемпе таччӑ ҫхӑнса ӗҫлеме кирлине уйрӑммӑн асӑннӑ вӑл.
Алена Елизарова «Работа России» кадр центрӗсен специалисчӗсем «Работа России» порталти заявкӑсене йӗркелес ӗҫре витӗм кӳме, пулӑшу пама хатӗррине палӑртнӑ.
Вӗрентӳ сферинче лару-тӑру уйрӑмах пӑшӑрхантарать ертӳҫӗсене. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсен хӑшӗ-пӗрисем пачах та палӑртнӑ ыйтупа ӗҫлемеҫҫӗ имӗш. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен пуҫласа «Работа в России « цифра порталӗнче пӗлӳ отраслӗпе 277 заявка вырнаҫтарнӑ пулсан, тишкерӳ тунӑ хыҫҫӑн, тӳрлетӳсем кӗртсен пулӗ те 114 заявка тӑрса юлнӑ. Хӑш-пӗр округсем хӑйсен заявкисене каялла тавӑрса илнӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, 2031 ҫул тӗлне кашни муниципалитетра вӗрентекенсемпе воспитательсен кадр прогнозӗ уҫӑмлӑ пулмаллине асӑрхаттарнӑ. Палӑртнӑ ыйту ҫине пурин те пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине чӗнсе каланӑ министр.
Ыйтупа пачах та ӗҫлеме килӗшменнине, тимлӗх муниципалитетсем уйӑрманнине асӑннӑ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов. Кӑткӑс лару-тӑрӑва вӑхӑта вӑраха тӑсмасӑрах уҫӑмлатмаллине асӑрхаттарнӑ вӑл.
«Ку питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ ыйту. Ӗҫ паракансен хастарлӑхӗнчен халӗ студентсем малашне мӗн чухлӗ бюджет вырӑнӗ илесси тата предприятисемпе учрежденисене мӗн таран квалификациллӗ кадрсемпе тивӗҫтересси паллӑ пулӗ», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса .
Премьер-министр вӗрентӳ министрне Дмитрий Захарова ҫитес вӑхӑтра муниципалитетсен пуҫлӑхӗсен ҫумӗсене заявка кампанине хастарлатас ыйтупа тӗллевлӗ вӗрентессишӗн яваплисем валли вӗрентекен семинар йӗркелеме хушнӑ.
