Чӑваш Ен епле аталанса пырасси нумай чухне халӑх пуҫарӑвӗсем пурнӑҫланса пынинчен те сахал мар килнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ

Чӑваш Ен епле аталанса пырасси нумай чухне халӑх пуҫарӑвӗсем пурнӑҫланса пынинчен  те сахал мар килнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ

Шупашкарта иртнӗ «Кӑтарту пур» форумра  Чӑваш Ен Правительствипе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн пӗрлехи пиллӗк ҫуллӑхри ӗҫ пӗтӗмлетӑвӗсене тишкерӳ тунӑ май, Халӑх программин ҫӗнӗ проектне йышӑнассине пӑхса тухнӑ.  Ҫынсен пуҫаруллӑ шухӑшӗсене тӗпе хурса, вӗсне ҫитес вӑхӑтсенче пурнӑҫа  кӗртсе пырасси пирки канашланӑ.   

Ларӑва пухӑннисем умӗнче тухса калаҫнӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» тата влаҫ органӗсенче вӑй хуракансем пӗрне-пӗри пулӑшса, халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлесе пынине каланӑ. 

«Пиллӗк ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсем пӗрлехи ӗҫсене кӑтартса параҫҫӗ. Регионта 3 пин ҫухрӑмшар ҫул-йӗрсем сарса хута янӑ. 25  кӗпер хывнӑ, М-12 федераци шайӗнчи трассӑна хута янӑ. Обществӑлла вырӑнсене те сахал мар тирпей-илем кӗртнӗ, вӗсен шучӗ  200 иртсе кайнӑ. Экологи хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессипе те регионта курӑмлӑ ӗҫлесе пыни куҫ кӗретех. Раҫҫейре ыттисемпе танлаштарсан малта пыракансенчен пӗри пулса тӑрать. Промышленноҫ тытӑмӗн хӑвачӗ вӑйланса пырать.  Асӑннӑ тытӑма витӗм кӳресси те ҫулран-ҫул ӳссех пырать, кӑтарту 27 млрд ҫитнӗ. Таварсене тирпейлесе кӑларассин калӑпӑшӗ икӗ хут ӳсни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать. Медицина, вӗрентӳпе культура пай вӑй илсе пыни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.  110 спорт  объектне хута янӑ, тӗслӗхлӗ вулавӑшсен шучӗ 40  танлашнӑ. Ҫурт-йӗр тӑвассипе те курӑмлӗ ӗҫлет республика.  4,5 млн тӑваткал метр чухлӗ ҫурт-йӗр хута янӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ, 90 пин ҫемье хӑйсен ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ. Ача садне вун тӑваттӑ тата вунӑ ҫӗнӗ шкул хӑпартса лартнӑ.  Ҫак ӗҫсем пӗтӗмпе Чӑваш Енри ӗҫ ушкӑнӗпе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса килӗштерсе ӗҫленине кӑтартса параҫҫӗ», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.    

Ҫитӗнӳсен йышӗнче Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ хушусене пурнӑҫа кӗртсе тунӑ кӑтартусем  тӗп приоритетсем пулса тӑраҫҫӗ.  Халӑх ыйтӑвӗсене шута илсе сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ.  400  йышӑнӑва тунӑ чухне, вӗсене пӗтӗмпех наци проекчӗсемпе тӳр килтернӗ.  Раҫҫейре пурӑнакан 2,5 млн ҫыннӑн сӗнӗвне тата Чӑваш Енри 62 пин халӑх шухӑне  тарӑн пӑхса тухса кирлӗ пек йышӑну туса хӑварнӑ. Ларура кашни хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме пултарнӑ, чылай ҫитӗнӗве пӗрле пӑхса тухса, малалла та килӗштерсе ӗҫлесси пирки канашланӑ.

Ҫитӗнӳ паллах, финанс енчен вӑхӑтра пулӑшу панипе те тӳр килет.  Укҫа-тенкӗне вӑхӑтра куҫарса пани, объектсене графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртсе пыма витӗм кӳрет. Кун пирки тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов.  Халӑх программи чӑнласах та пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине тепӗр хут палӑртнӑ вӑл.  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев витӗм кӳнине кура, регионӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине Комплекслӑ аталантарса пымалли пысӑк документра та сахал мар проекта кӗртсе хӑварнӑ.  Депутатсен тӗрӗслевӗ, объектсенче йӗркене пӑхӑнса пыма хистет. Ҫитӗнӳ те ҫук мар, кашни палӑртса хунӑ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене регионта вӑхӑтра туллин хута ярса пыни те ҫакнах ҫирӗплетет.   Тӑван ҫӗршывӑмӑра хӳтӗлекенсене те сахал мар тимлӗх уйӑраҫҫӗ.  СВО хутшӑнакансене республикӑра  50  тӗрлӗ тӗрев парса пулӑшу пама тӑрӑшаҫҫӗ.  Тӑтӑшах ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем  патне гуманитараи пулӑшӑвне ӑсатаҫҫӗ.  Пӗр сӑмахпа каласан, паттӑрсене тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисене регионта пулӑшу пани куҫ кӗретех.  

«Ҫар ҫыннисене, Тӑван ҫӗршывӑмӑра хӳтӗлекенсене тимлӗх уйӑрасси чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать.  Федераци шайӗнче вӗсене пуӑшасси пирки 159 саккун йышӑннӑ.  Патшалӑх СВО хутшӑнакансен ҫемйисене кулленех пулӑшу пама тӑрӑшать.  Патриотла воспитани парасси ҫине те сахал мар тимлӗх уйӑраҫҫӗ.  Ҫӗнӗлӗхсене кулленех кӗртсе пыраҫҫӗ Раҫҫей шайӗнче те тата Чӑваш Енре те.   Историне ҫитӗнекен ӑру лайӑх пӗлни те ҫакнах ҫирӗплетет. Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ паттӑрсем  нихӑҫан та асӑмран тухас ҫук. Аслӑ Раҫҫей пуласлӑхӗшӗн пирӗнтен кашни тӑрӑшса ӗҫлет, яваплӑха туйса ырми-канми вӑй хурать», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ   «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн членӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева

 Артемий Репкин, подполковник, СВО хутшӑннӑ паттӑр, Шупашкар хулин депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ  Чӑваш Ен Правительстви, СВО ветеранӗсен Ассоциацийӗ, «Защитники Отечества» фонд, Тӑван ҫӗршывӑмӑр паттӑрӗсен ҫемйисен Комитечӗ тата та ытти пӗрлешӳсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленине, ҫӗнтерӗве ҫывхарассишӗн ырми-канми тӑрӑшнине тепӗр хут палӑртса каланӑ.   

Паянхи куна калас пулсан, регионта тата та ятарлӑ ӗҫӗн ҫӗнӗ тапхӑрӗ пуҫланать.  Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Алексей Ладыков сӑмаха малалла тӑснӑ май,  ҫӗнелсе пыракан программӑна  йӗркелес ӗҫе регионти муниципалитетсен пӗрлешӗвӗсем хастар хутшӑннине пӗлтернӗ. Чи пысӑк ӗҫсен йышне: промышленноҫа аталантарасси, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани парса ҫитӗнтересси, ҫурт-йӗрсем хута ярасси, патшалӑх ҫыншӑн ӗҫлет проекта пурнӑҫа кӗртесси, сывлӑх сыхлавӗпе культура, ялсене аталантарса пырасси ыйтусем актуаллӑ пулса тӑраҫҫӗ.

Пӗлме, пирӗнтен кашни ЕстьРезультат.РФ порталта хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне ҫырса пӗлтерме пултарайрать.  Паянхи куна илес пулсан, унта 10 пин ытла пуҫарӑва шута илнӗ.   



18 марта 2026
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter