Чӑваш Ен ӑслӑлӑхпа технологи аталанӑвӗн пуласлӑхне палӑртнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен ӑслӑлӑхпа технологи аталанӑвӗн пуласлӑхне палӑртнине каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регион аталанӑвӗн тӗп ыйтӑвӗсене халалланӑ икӗ кун валли  палӑртнӑ стратеги сессийӗн ӗҫне хутшӑннӑ.   И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пулнӑ уҫӑ калаҫӑва влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗн тата экспертсен представителӗсем килсе ҫитнӗ. Ертӳҫӗсем  Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхпа технологи аталанӑвӗн стратегине сӳтсе явнӑ, Шупашкар хулинче наукӑпа вӗрентӳ кампусӗ йӗркелессипе ҫыхӑннӑ анлӑ инвестици проектне пурнӑҫласси пирки те канашланӑ.

 «Промышленноҫ пайӗнче, наукӑра тӑрӑшакан чи паха ертӳҫӗсемпе республика пуласлӑхне  палӑртатпӑр – наукӑпа технологи лидерствин стратегине хатӗрлетпӗр. Пирӗн тӗллев уҫӑмлӑ.  Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин  палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртесси.  Регион экономикин хӑйне евӗрлӗ тытӑмӗ пур, вӑл ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртме лайӑх условисемпе тивӗҫтерет. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашӗ ӗҫлет.  Тепӗр пысӑк тӗллевсенчен пӗри – кашни палӑртнӑ ҫул-йӗрпе усӑ курмалли мелсем туса хатӗрлемелли ӗҫ ушкӑнӗсем  йӗркелесси»,  – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Сесси ӗҫне Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Алексей Ладыков, Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, чи пысӑк предприятисен ертӳҫисемпе представителӗсем, федераци эксперчӗсемпе студентсем хутшӑннӑ.

Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пленарлӑ ларура докладсем тӑвӗҫ, пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки каласа парӗҫ.  



19 марта 2026
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter