Ҫӗнӗ Шупашкарта пуласлӑх экономикине йӗркеленине, унта пурӑнакансен ыйтӑвӗсем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнине каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Ҫӗнӗ Шупашкарта 2025 ҫулшӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Пӗлтӗрхи ҫул вырӑнти халӑхшӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ҫулталӑк пулнӑ. Вӑл хулари инфратытӑма пысӑк калӑпӑшпа пилӗк ҫул ҫӗнетмелли тата промышленноҫ вӑй-хӑватне ҫирӗплетмелли тапхӑр пулса тӑнӑ. Иртнӗ ҫул муниципалитетӑн тупӑшӗ пӗрре ҫурӑ ӳссе 4,4 млрд тенкӗрен иртнӗ. Ӳсӗмӗн тӗп драйверӗ 57 млрд тенкӗлӗх продукцие тиесе ӑсатассипе тивӗҫтернӗ предприятисем пулса тӑнӑ.
Хастар бизнес-хутлӑхне пула, муниципалиет курӑмлӑ аталаннӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» «Предпринимательлӗх» патшалӑх пулӑшӑвӗпе парти проектне пула 5 ҫул хушшинче хулара пӗчӗк тата вӑтам предприятисен шучӗ 1,5 хут ӳснӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫапла палӑртнӑ: «Ҫӗнӗ Шупашкар шанӑҫлӑн малалла аталанса пырать. Уйрӑм экономика зонипе индустри паркӗ йӗркелени пысӑк кӑтартупа палӑрма витӗм кӳн куҫ кӗретех. Инвестици климачӗ хулан ыттисемшӗн тӗслӗхре тесен те йӑнӑшах мар пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти промышленноҫ вӑй-хӑватне ҫирӗплетекен тата хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелекен проектсене явӑҫтарса пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшӑпӑр», - тенӗ.
Аса илтеретпӗр, «Ҫӗнӗ Шупашкар» ятарлӑ экономика зони инвестицисемшӗн хӑватлӑ вӑй пулса тӑчӗ. Ултӑ резидент-гигант: «Звениговский» ООО, «Авиатор» ООО, «Химпром» ПАО, «Ҫеҫпӗл» УК индустри паркӗ, «ИнтерЭнерговский» ООО, «Шупашкарти электромашина тӑвакан заводсем» НПП площадкӑсен аталанӑвне 2 млрд тенке яхӑн укҫа хывнӑ ӗнтӗ, пӗтӗмӗшле пулӑшу 6 млрд. ҫитнӗ. Бюджета пысӑк налук хывни хула хутлӑхне хастар аталанса пыма витӗм кӳрет.
«Хула куҫ умӗнчех илемленсе вӑй илсе аталанса пырать . Инфратытӑм ҫӗнелнӗ. Пилӗк ача садне ҫӗнетнӗ, шкулсене тирпей-илем кӗртнӗ. Ӗҫӗн пысӑк калӑпӑшне ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче пурнӑҫланӑ: пӗтӗмпех троллейбус паркне ҫӗнетнӗ, ултӑ ҫул хушшинче ҫулсене юсама миллиард тенкӗ хывнӑ, ҫакӑ 30 ҫухрӑм трассӑна юсама тата 50 яхӑн картиш территорине йӗркене кӗртме май панӑ», - тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Хулан пуласлӑхӗ 2030 ҫулчченхи Комплекслӑ аталану программипе уйрӑлми ҫыхӑннине каланӑ Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Лариса Рафикова.
Хулара «Нимене - халӑх бюджечӗ» программа та хастар ӗҫлет хулара. Кӑҫал вӑл пӗтӗм Чӑваш Енри 1800 ытла проекта пӗрлештерӗ. 2025 ҫулхипе танлаштарсан, хула ҫыннисенчен заявкӑсен шучӗ сакӑр хута яхӑн ӳснӗ.
