Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патшалӑх влаҫ органӗсен Спартакиадине старт панӑ
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йӗлтӗрпе чупассипе спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. XXIV-мӗш хут пулнӑ Спартакиада 2 №-лӗ СШОР базинче иртнӗ. Спорт ӑмӑртӑвне пухӑннисене саламланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫакӑн евӗр мероприятисем ушкӑнпа ӗҫлеме, сывлӑха ҫирӗплетсе пыма витӗм кӳнине каланӑ. Патшалӑх службинче вӑй хуракансем тӑтӑшах спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннине тепӗр ху ҫирӗплетсе каланӑ. Асӑннӑ мероприятинче мала тухнисем, Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче пулакан ӑмӑртусенче Чӑваш Ен чысне хӳтӗлессине те палӑртнӑ Пуҫлӑх. Патшалӑх влаҫ органӗсен, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ тата Чӑваш Республикин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫченӗсен Спартакиадине хутшӑнма кӑмӑл тунисем чылайӑн пулнӑ.
«Ку хутӗнче Спартакиада ҫӗнӗ шая тухать. Пуҫласа ҫӗршыра мероприятине регионтан пуҫласа федераци шайӗ таранах хутшӑнакансем пулӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, мала тухнисене республика чысне хутӗлеме Раҫҫей шайӗнче ӑмӑртусене хутшӑнма ирӗк парӗҫ. Йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑрса, эпир сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынине тепӗр хут ҫирӗплетсе паратпӑр. Пӗрлӗхре вӑй пулнине, ушкӑнпа пӗрле туслӑ килӗштерсе, ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлнине кӑтарса паратпӑр. Пӗлсех тӑратӑп, пирӗн мала тухма, ӑмӑртусенче ҫӗнтерӳпе палӑрма мӗнпур условисем пур. Сывлӑх ҫирӗп пулсан, ӗҫлеме те аван, тухӑҫлӑх тени те малти вырӑна тухать. Инфратытӑм хӑтлӑ, спортсменсем пур, вӗсен ӑсталӑхне туптаса пыма тренерсем те ҫителӗклӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ, иртнӗ федераци шайӗнчи ӑмӑртусенче те пирӗннисем мала тухни ҫакнах ҫирӗплетет», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Спартакиада – ӗҫтешсемпе тӗл пулса вӑй-хал, чӑтӑмлӑх, ӑсталӑх енӗпе ӑмӑртура вӑй виҫесси кӑна мар, туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелемелли май тесен те йӑнӑшах мар пулӗ.
17-18 ҫулсенчи яшсемпе хӗрсем хӗрсем хушшинче пулнӑ биатлон ӑмӑртӑвӗнче Раҫҫей шайӗнче иртнӗ эстафетӑра Чӑваш Ен хисеплӗ тӑваттӑмӗн вырӑна тухнӑ. Лана Прусакова паллӑ ентешӗмӗр, республика чысне хӳтӗлесе Раҫҫей чемпионатӗнче кӗмӗл медале хисеплӗ пулнӑ. Антон Петров масс-старт дисциплинӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Кӑҫалхи ӑмӑртусем пуҫланас умӗн иртнӗ ҫулта пулнӑ ӑмӑртура мала тухнисене наградӑсем парса хавхалантарнӑ. Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерстви мала тухнӑ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Адмнистрацийӗ иккӗмӗн вырӑна тухса ыттисемшӗн паха тӗслӗх пулса тӑнӑ, Чӑваш Енри Гостехнадзор службинче тӑрӑшакансем вара виҫҫӗмӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хушшинче Шупашкар муниципаллӑ округне ҫитекенни пулман, иккӗмӗшне Вӑрнарсем, виҫҫӗмӗшне Патӑрьелсем ҫӗнсе илнӗ.
Кӑҫалхи ҫул иртнӗ тупӑшусем те ҫивӗч пулнӑ. Сорт министерстви мала тухнӑ, иккӗмӗшне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ, виҫҫӗмӗшне вара Ял хуҫалӑх министерстви тивӗҫнӗ. Муниципаллӑ округсем хушшинче Ҫӗмӗрлесем мала тухса пӗрремӗш вырӑна илнӗ, Шупашкар округӗ иккӗмӗш пулнӑ, Вӑрасем виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Ҫулталӑкӗпех пулакан Спартакиада тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсене пӗрлештерет. Пуласлӑхра тата ытти спорт ӑмӑртӑвӗсем кӗтеҫҫӗ патшалӑх службинче тӑрӑшакансене. Шахмат, баскетбол, мини-футбол, теннис, шывра ишесси, волейбол, ҫӑмӑл атлетика, ГТО енӗпе спортсменсен хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартса пама тивет. Тӗрлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшакансем йӗлтӗрпе чупса мала тухассишӗн тупӑшӗҫ.
