Чӑваш Ен бюджечӗн харпӑр хӑй тупӑшӗ пысӑк, ПФО-ра малти вырӑнта тӑнине каланӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Ен бюджечӗн харпӑр хӑй тупӑшӗ пысӑк,  ПФО-ра  малти вырӑнта тӑнине каланӑ республика  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

2026 ҫулхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче республика бюджечӗн тупӑшӗ 1,7 хут ӳснӗ. Ӳсӗм промышленноҫпа ял хуҫалӑх пайӗ лайӑх ӗҫленине кура пулнӑ.  Кун пирки Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен канашлура  сӳтсе явнӑ пуҫлӑхсем.

 «Социаллӑ пурнӑҫпа экономика кӑтартӑвӗсем самай аван. Вӗсем унчченхи ҫулсенчи тенденцисене малалла тӑсаҫҫӗ. Халӗ вӗсем тӗллев лартнисене пурнӑҫа кӗртме  витӗм кӳрӗҫ.  Ҫитӗнӳсене чакарса лартма сӑлтав ҫук.  Пӑтӑрмахсем кӑларса тӑратмалла мар.  Енчен те вара тепре чухне чӑрмавсем сиксе тухма пултараҫҫӗ пулсан, вӗсене вӑхӑта вӑраха тӑсмасӑрах  уҫӑмлатма тӑрӑшмалла. Хӑвӑрт тӳрлетӳсем тумалла», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ҫавӑн пекех вӑл кӗҫех республика бюджетне пӗрремӗш  тӳрлетӳсем кӗртессине, ҫакӑ влаҫ органӗсен ӗҫне самай витӗм кӳрессине  каланӑ. 

2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ промышленноҫ (106,1%) тата ял хуҫалӑх производствин калӑпӑшӗ (110,1%) ӳснӗ. Ҫав вӑхӑтрах промышленноҫ производствин индексӗпе республика ПФО-ра 2-мӗш вырӑн тата Раҫҫейре 12-мӗш вырӑн йышӑннӑ, ял хуҫалӑх производствин индексӗпе – ПФО-ра 4-мӗш тата Раҫҫейре 15-мӗш вырӑна тухнӑ. Вак-тӗвек суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ (106,3% – ПФО-ра 4-мӗш вырӑн, РФ-ра 17-мӗш вырӑн) тата халӑха тӳлевлӗ пулӑшу ӗҫӗсен калӑпӑшӗ (103,7% – 5-мӗш вырӑн, РФ ПФО-ра 23 вырӑн) хӑпарнӑ .

Официаллӑ майпа регистрациленӗ ӗҫсӗрлӗх шайӗ 0,5% танлашнӑ. Кӑтарту чакнӑ. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем палӑртнӑ кирлӗлӗх – 8936 ҫын. ТОП-5-не чи пӗчӗк шайпа ӗҫсӗрлӗх шутне Вӑрмар (0,17%), Муркаш (0,17%), Вӑрнар (0,21%), Сӗнтӗрвӑрри (0,23%) муниципаллӑ округсем тата Ҫӗнӗ Шупашкар хули (0,29%) кӗнӗ.

Пысӑк шая Пӑрачкав (0,92%), Хӗрлӗ Чутай (0,63%) тата Улатӑр (0,57%) муниципаллӑ округӗсенче регистрациленӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑн Ӗҫ министерствине администрацисемпе пӗрле лару-тӑрӑва тишкерме хушнӑ. 

Чӑваш Ен бюджетне пурнӑҫлани ҫинчен кӑҫалхи пӗрремӗш икӗ уйӑхра  кӗтартусемпе пӗрремӗш вице-премьер – финанс министрӗ Михаил Ноздряков  паллаштарнӑ.

Тӗслӗхрен, 2026 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗ тӗлне республика бюджечӗн тупӑшӗ 23,0 млрд тенкӗпе танлашнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапӑртинчен 1,7 хут нумайрах.

Бюджетӑн хӑйӗн тупӑшӗ те пысӑкланнӑ – 1,9 хут – 13,6 млрд тенке ҫитнӗ. Ҫакӑ вара налук самай пухӑннипе тӳр килсе тӑрать.  

 «Хамӑр тупӑш ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе Чӑваш Ен ПФО-ра – пӗрремӗш вырӑнта тӑрать.  Ҫавӑн пекех 1 вырӑнта республика налук ӗҫӗсен ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе малти вырӑнта тӑрать», – тесе палӑртса каланӑ Михаил Ноздряков.

Республика бюджечӗн тӑкакӗсем 13,8 млрд тенкӗне ҫитнӗ, 10,4% ӳснипе палӑртнӑ. Наци проекчӗсене пурнӑҫлама 1,0 млрд тенкӗ янӑ.

 

 



24 марта 2026
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter