Федерацин Монополипе кĕрешекен службин Чăваш Республикинчи управленийĕ Чӑваш Енӗн ӗҫ-хӗлне пысӑка хурса хакланӑ

Федерацин Монополипе кĕрешекен службин Чăваш Республикинчи управленийĕ Чӑваш Енӗн ӗҫ-хӗлне пысӑка хурса хакланӑ

Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Республикинчи – Чӑваш Енри Управленийӗн етӳҫи хӑйӗн ӗҫтешӗсен ӗҫне   пысӑка хурса хакланӑ.  Федераци ведомствин чи лайӑх практикӑсен пуххине ача-пӑча туризмне йӗркелес тата агропромышленноҫ комплексне аталантарас сферӑра антимонополипе кӗрешекен ӗҫ хатӗрӗсем кӗнӗ.

 Кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа ӗҫлӗ тӗлпулура Федерацин антимонополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Валерий Котеев  пӗлтернӗ.

 Вӑл федерацин монополипе кӗрешекен службӑн 2025 ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ. Предпринимательсен прависене хӳтӗлесси, ҫӗнӗ практикӑсене ӗҫе кӗртесси ҫине  пысӑк тимлӗх уйӑрнине  асӑннӑ.  

 «Монополизма хирӗҫ  кӗрешесси кулленех ҫивӗч ӗҫлеме хистет. Раҫҫей Федерацийӗн федерацин монополипе кӗрешекен служби пирӗн ӗҫ-хӗлне лайӑх хак пани эпир тӗрӗс ҫулпа пынине ҫирӗплетет, бизнесра тӑрӑшакансене валли, республикӑра пурӑнакансе валли те  паха условисемпе тивӗҫтеретпӗр»,  - тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Нумай чухне ҫакна тума республика Правительстви тата федерацин антимонополипе кӗрешекен служби тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫлени  витӗм кӳрет.

 «Ниме - халӑх бюджечӗ» проектӑн пысӑк малашлӑх пур. Вӑл пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пысӑк пӗлтерӗшлӗ экономикӑпа пулӑшассине пӗрлештерет, ҫакӑ 2030 ҫулчченхи конкуренцие аталантарас енӗпе наци проекчӗн  тӗллевӗсемпе туллин килӗшсе тӑрать»,  - тенӗ Валерий Котеев.

2025 ҫулта Чӑваш Енри УФАСа 500 ытла ыйту килсе ҫитнӗ. Управленире ӗҫлекенсем 61 административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗрӗслевсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 18 асӑрхаттару панӑ.

Чӑваш Енри федерацин монополипе кӗрешекен служби пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ таварӗсен: ҫӑкӑр, ҫӑмарта, сахӑр, кайӑк-кӗшӗк какайӗн тата ытти таварсене куленех  тӗрӗслевре тытать.  Иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӳсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ.  Саккунсене пӑснӑ тӗслӗхсем пулман.  Апла пулсан, республикӑра йӗрке пулн никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Хаксене тӗрӗслемелли тӗп хатӗр - граждансене «хӗрӳ лини»  е тата  халӑхран пухӑнакан ҫыруллӑ заявкӑсем. Специалистсем хаксем ӳснин сӑлтавӗсене  кулленех тишкереҫҫӗ.  Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Республикинчи – Чӑваш Енри Управленийӗн етӳҫи Валерий Котеев палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр республикӑра  йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсем пулман.



24 марта 2026
11:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter