Чӑваш кадет корпусӗн ҫӗнӗ медиастудийӗнче пӗрремӗш эфира тухнӑ: кӑларӑмӑн хӑни Олег Николаев пулнӑ

Чӑваш кадет корпусӗн ҫӗнӗ медиастудийӗнче пӗрремӗш эфира тухнӑ: кӑларӑмӑн хӑни Олег Николаев пулнӑ

Совет Союзӗн Геройӗ А. В. Кочетов ячӗллӗ федерацин Атӑлҫи округӗнчи Чӑваш кадет корпусӗнче паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан вӗрентӳ пайӗ уҫӑлнӑ. «К2» медиастуди –  хӑйне евӗр паха  уҫлӑх пулса тӑнӑ.  Халӗ кадетсем хӑйсен вӗренӳ заведенийӗнчен тухса ҫӳремесӗрех медиатехнологисен сферинче професси хӑнӑхӑвӗсене: журналистикӑпа блогинг никӗсӗсене алла илеҫҫӗ, видеосъёмкӑн, сасӑ ҫыравӗпе монтажӑн хальхи стандарчӗсемпе паллашайраҫҫӗ.

 «Медиастудисем Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ аталану хатӗрӗ пулса тӑчӗҫ – паян вӗсем республикӑра 353-ӗн ӗнтӗ. Эпир ҫак ҫул-йӗре тытса пыратпӑр,  мӗншӗн тесен ачасем техника процесӗсене хӑнӑхаҫҫӗ кӑна мар-ҫке, хӑйсен хулисемпе ялӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен ӑнланмалла чӗлхепе каласа пама вӗренеҫҫӗ. Ҫакна тума эпир ҫамрӑк корреспондентсене регионти пӗлтерӗшлӗ вырӑнсене йыхравлатпӑр. Вӗсем профессиллӗ журналистсемпе пӗрле ӗҫлекен мероприятисем. Цифра контенчӗпе ӗҫлени тата команда хутшӑнӑвӗн опычӗ кашни выпускникӑн пысӑк ҫӑмӑллӑхӗ пуласса шанатӑп – аслӑ шкулсене вӗренме кӗме та аван», – тесе палӑртса калнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Студие йӗркелеме республика бюджетӗнчен 5,7 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ.  Кун пек пуҫару професси телецентрӗсен шайӗнче тенӗ пек ӗҫ уҫлӑхне йӗркелеме май панӑ. Ачасен хушӑвӗнче ҫӗнӗ кино тата фотокамерӑсем, пахалӑхлӑ сасӑпа ҫутӑ системисем тата видеоконтентпа ӗҫлемелли компьютерланӑ вырӑнсем тата ытти хӑтлӑ условисем те йӗркеленӗ. Ҫурт интерьерне те техника задачисемпе суйласа илнӗ. Ҫутӑ управленийӗн специализациленӗ интеллектуаллӑ системи  ятарлӑ программа формачӗпе йӗркеленӗве самантрах улӑштарма май парать.

Кадетсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева студийӗчи ҫӗнӗ условисемпе паллаштарнӑ.  Регион Ертӳҫи ачасен ӗҫне  пысӑка хурса хакланӑ.  Пӗрлехи вӑйпа «Уйӑх пӗтӗмлетӗвӗ» программӑн ҫӗнӗ кӑларӑмне ҫырӑнтарасси пулса тӑнӑ.  Халӗ передачӑсем, автор подкасчӗсемпе видеороликӗсем корпус пурнӑҫӗ ҫинчен тӑтӑш вӗрентӳ шутне кӗрӗҫ.

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» проектӑн «Мир возможностей» кураторӗ Дмитрий Захаров медиацентр уҫни асӑннӑ программӑн ӗҫӗн витӗмлӗ кӑтартӑвӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫӗнӗ студи Чӑваш Енӗн хушма пӗлӳ паракан тытӑмӗн пӗлтерӗшлӗ элеменчӗ пулса тӑрӗ, унта шкул ачисем професси шайӗнче хӑйсене малашлӑхра ӑнӑҫу шантаракан компетенцисем йӗркелеме пултарассине уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ вӑл.

«Ҫакӑн евӗр ҫӗнӗлӗх пирӗн кадетсен пултарулӑх вӑй-хӑватне хӑй тӗллӗн пурнӑҫлама тата аталантарма витӗ кӳрӗ.  Ачасем кунта паха контент тума тата хальхи меди уйне тытса пыма май паракан пӗлӳ илни пӗлтерӗшлӗ. Технологи процесне хутла мӗнле йӗркеленине тата унта ачасем хӑйсем мӗн таран явӑҫнине курма кӑмӑллӑ», – тесе каланӑ министр сӑмаха ҫавӑрнӑ май.



31 марта 2026
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter