Диспансеризаци халăх сывлăхне упрать
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура республикăра пурăнакансен сывлăхĕн теми тĕп вырăнта пулчĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова 2025 çулта тата 2026 çулăн малтанхи икĕ уйăхĕнче профилактика тĕллевĕпе медицина тĕрĕслевĕсем тата диспансеризаци ирттернине пĕтĕмлетрĕ. Пĕлтĕр республикăра 586,5 пин çын диспансеризаци тухнă. Пысăк кăтарту пулин те, пытармарĕ Лариса Владимировна, вăл планпа пăхнине кăшт кăна çитеймен — 99,9% шайĕнче. Çак йышăн 37,7% тĕплĕнрех тĕрĕсленме хушма тĕпчеве янă. Иртнĕ çул 199,6 пин çыннăн репродуктивлă сывлăхне тĕрĕсленĕ. Ку кăтарту вара умĕнхи çулталăкринчен 2,5 хут пысăкрах. Çакна министр демографи лару-тăрăвне лайăхлатма тăрăшнипе сăлтавларĕ. Çапах кунта та, вăл палăртнă тăрăх, пăшăрхантараканни çук мар. Арçынсен репродуктивлă сывлăхне тĕрĕслесси чăрмавлă-мĕн — этемлĕхĕн вăйлă çурри больницăсене килĕштерсех каймасть. Çавна май вĕсен, тĕрĕслемелли йышăн, 84% кăна тĕпчевре пулнă. Хĕрарăмсем ку енĕпе яваплăрах — вĕсен асăннă кăтартăвĕ 103,1% танлашнă.
Диспансеризаци кăçал пĕлтĕрхинчен те лайăхрах пулса пыни çинчен Лариса Тарасова кăмăллăн пĕлтерчĕ — икĕ уйăхри цифрăсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3,5% пысăкрах. Çав вăхăтрах вăл Пăрачкав, Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле округĕсенче ĕçе хастарлатмалли çинчен асăрхаттарчĕ — муниципалитетсен пуçлăхĕсене граждансене витĕм кӳмешкĕн пулăшма чĕнсе каларĕ. 18-49 çулсенчи арçынсене — пушшех. Юлашки вăхăтра çынсен сывлăхне вĕсем ĕçлекен тата вĕренекен вырăнсенче тĕрĕслес туртăм вăй илсе пырать. Пĕлтĕр çак майпа 42,4 пине яхăн çын усă курнă. Шурă халатлисен бригадисем çак тĕллевпе 1 пин ытла хут çула тухнă, 800 ытла предприятире пулнă. Çав вăхăтрах министр ку енĕпе Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри округĕсем юларах пыни çинчен каларĕ, тăхăр округра вара çак ĕçе пуçăнман та. Диспансеризаци уссине цифрăсем çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр 44 пине яхăн çыннăн шала кайнă чирсем пулнине тупса палăртнă. Çак йышăн 53% яхăн пайĕ — ĕçлемелли çулсенчи çынсем. Тĕрлĕ амак «рейтингĕнче» малта — чĕрепе юн тымарĕсен, вар-хырăм чирĕсем, сахăр диабечĕ. «Чир тупса палăртнă çынсенчен нумайăшĕ пуç ыратнине артери пусăмĕпе çыхăнтарман, вĕсен килте тонометр та пулман», — терĕ Лариса Владимировна.
Ҫынсемшĕн меллĕрех пултăр тесе диспансеризацие кану кунĕсенче те ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Кăçалхи нарăсранпа Шупашкарти Трактор тăвакансен проспектĕнчи поликлиника çынсене эрнере çичĕ кун йышăнмалли йĕркепе ĕçлет, ака уйăхĕнчен пуçласа Гагарин урамĕ, 53 адреспа вырнаçнă поликлиника та çапла ĕçлеме тытăнать. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнчен вара Бичурин урамĕнчи поликлиникăра та кану кунĕсем пулмĕç темелле. Министр пысăк предприятисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелли çинчен каларĕ. 2030 çул тĕлне 250 çынран ытларах ĕçлекен предприятисенче ятарлă программăсем çирĕплетмелле, хăйсен ĕçченĕсен сывлăхне упрамалли инфратытăма укçа хывмалла. Олег Николаев республикăри кашни фельдшер-акушер пунктĕнче диспансеризацин пĕрремĕш сыпăкĕнчи майсем пулмалли пирки сăмах пуçарчĕ. Министр çак тĕллев пурнăçланнине çирĕплетрĕ.
Фельдшерсем хăйсен территорийĕсенчи çынсене лайăх пĕлеççĕ, кам диспансеризацире пулманни те вĕсемшĕн вăрттăнлăх мар. Çавна май ФАПсен усси пысăк. Олег Алексеевич вара округсен пуçлăхĕсен социаллă ыйтусемшĕн яваплă çумĕсемпе семинар-канашлу йĕркелеме сĕнчĕ — диспансеризаци ĕçне малалла аталантарас енĕпе вĕсен витĕмĕ те курăмлă пулмалла. «Паян çакăн валли майсем пур — вĕсене йĕркелерĕмĕр. Укçа та çителĕклĕ уйăратпăр — çынсем хăйсене упрамалли майсемпе усă курччăр, сывлăха тĕрĕслеттерсех тăрасси вĕсемшĕн çирĕп хăнăхăва çаврăнтăр», — терĕ вăл.
Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ака уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче педагогсем, вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳçисем валли çуркуннехи вĕрентӳ сессийĕ иртесси çинчен пĕлтерчĕ. Тĕрĕссипе, ку çĕнĕлĕх мар — ачасен çуркуннехи каникулĕ вăхăтĕнче çуллен йĕркелекен мероприяти. Кăçал вăл тĕп хулари тăватă лапамра иртĕ: Вĕрентӳ институтĕнче, педколледжра, 5-мĕш гимназире тата 64-мĕш шкулта. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 1,5 пин ытла педагог пухăнмалла. Сӳтсе явмалли темăсем анлă — ачасен шкулти апатланăвĕпе çыхăннă чи лайăх практикăсене тишкерсе ĕçе кĕртессинчен тытăнса вĕренекенсен киберхăрушсăрлăхне тивĕçтересси таран.
Тӗплӗнрех Хыпар хаҫатра
