Чӑваш Енре пурӑнакан 700 пин ытла ҫыншӑн спорт пурнӑҫ пайӗ пулса тӑнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енре пурӑнакан 700 пин ытла ҫыншӑн спорт пурнӑҫ пайӗ пулса тӑнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

 «Шупашкар – Арена»  Пӑр керменӗнче Чӑваш Ен Спорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Спорт шкулӗсен директорӗсем, спорт федерацийӗсен ертӳҫисем, тренерсем иртнӗ ҫулӑн тӗп пӗтӗмлетӗвӗсене тата отрасле 2030 ҫулччен аталантармалли стратегие сӳтсе явнӑ.  Анлӑ ларӑва пухӑннисем професси спортӗнче  пурнӑҫланӑ пысӑк ҫитӗнӳсем пирки, пӗтӗмӗшле илсен спорта хӑйне те малалла вӑйлӑрах аталантарасси пирки тӗплӗн пӑхса тухнӑ. 

 «Чӑваш Ен – ГТО комплексне пурнӑҫа кӗртессипе ҫӗршыври ТОП-3 регион йышне кӗнӗ. Пирӗн  ҫитӗнӳсене пӗчӗклетмелле мар, вӗсене вӑйлатмалла ӳлӗмрен те. База спортне кӗрекен тӗссен шучӗ 18-тан 21-ччен ӳснӗ – эпир ПФО-ра  малта пыракан виҫӗ регион шутланатпӑр.  23 спорт тӗсӗ хӑйсен аталанӑвӗ валли бюджет укҫи-тенкине илме пултарӗҫ. Темпсене чакармастпӑр – ӳстерсе кӑна пырӑпӑр. Тренерсене, спортсменсене тата пӗтӗм спорт пӗрлешӗвне тав тӑватӑп», – тесе каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Паян спорт республикӑра пурӑнакан 700 пин ытла ҫыншӑн пурнӑҫ норми пулса тӑчӗ. Шӑпах вӗсем тӑтӑшах тренировкӑсене, сывӑ апатланӑва,  туризм ҫул-йӗрне  анлӑрах сарма витӗм кӳреҫҫӗ. Республикӑра нумай ҫул ӗнтӗ «Самбо в школу», «Плавание для всех» тата «Активное долголетие» проектсем лайӑх ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗр кӑна тӑтӑш тренировкӑсене 36 пин шкул ачипе аслӑ ӑрури 10 пин ытла представитель хутшӑннӑ.

Республикӑн имиджне профессионал спортсменсем йӗркелени  никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.  Пӗлтӗр вӗсем самай  пысӑк кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. 2 300 ытла медаль ҫӗнсе илнӗ, 399 ҫын вара Раҫҫей наци  спорчӗн пӗрлешӗвӗн йышне кӗнӗ. Регион Пуҫлӑхӗ хушнипе пултаруллӑ ҫамрӑксене пулӑшма Правительство ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ йышӑн членӗсем валли уйӑхсерен стипенди  парса хавхалантараҫҫӗ, ӑмӑртусене тухса ҫӳрессине те икӗ хут ӳстернӗ. Пысӑк пӗлтерӗшлӗ аспект – спортсменсене апатлантармалли тӑкаксен нормисем 3,5 хут ӳснӗ.  

Чӑваш Ен ҫӗршыври малта пыракан спорт центрӗсенчен пӗрин статусне ҫирӗплетсех пырать. Олимп резервӗн 3-мӗш номерлӗ ҫӗнелнӗ шкулӗпе биатлон центрӗ ӑмӑртусене йышӑнаҫҫӗ те ӗнтӗ. Инфраструктура пахалӑхӗ пысӑк пулни региона тӗнче шайӗнчи тупӑшусене ирттерме витӗм кӳрет.

Регионта адаптивлӑ спорт ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Чӑваш Ен спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх: «Массӑллӑ адаптивлӑ спорт валли условисем туса парасси. Сывлӑх хавшак пулнипе ҫынсем специализациленӗ центрсенче тренировка ирттереҫҫӗ.  Спорт министерстви вӗсене валли пӗтӗм Раҫҫейри тӗрлӗ стартсене кайма укҫа-тенкӗ уйӑрать. Унсӑр пуҫне республика хӑй те ҫакӑн пек  пысӑк шайри ӑмӑртусене йышӑнать», – тенӗ.

Кун пек кӑтартусене инфраструктурӑна аталантармасӑр пурнӑҫлама ҫӑмӑлах мар.  Апла пулсан спорт комплексӗсене хута яни, инфратытӑма ҫӗнетсе улӑштарни питӗ паха.  Иртнӗ ҫул кӑна Чӑваш Енре 18 спорт объектне ҫӗнетсе туса лартнӑ, ҫав шутран тахҫантанпах кӗтнӗ йӗлтӗр трассине Шупашкарта тата республикӑра пӗрремӗш витнӗ футбол манежне  хута янӑ.  Ҫитес плансенче – республикӑн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика манежӗ тӑвасси тата Шӑнкӑртам ялӗнче тахҫантанпах кӗтнӗ физкультура комплексне ҫӗклесе лартасси.

 «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Халӑх программи шайӗнче 2026 ҫулта шкулсенче ҫӗнӗ проектсем хута каяҫҫӗ. Ялсенче ачасене спортпа туслашма меллӗрех пултӑр тесе шкул автобусӗсен графикисене улӑштарма йышӑннӑ. Халӗ вӗсем ачасене уроксем хыҫҫӑн кӑна мар, тренировкӑсем вӗҫленессине те кӗтӗҫ.

Правительство стратегийӗнче 2030 ҫулччен – 144 проект пурнӑҫа кӗртмелле. Ҫав шутра Шыв спорчӗн тӗсӗсен центрне, хӗллехи спорт тӗсӗсен нумай профильлӗ центрне тата ытти те. Ҫав вӑхӑтрах пулас спорт объекчӗсене тренировкӑсемшӗн кӑна мар, форумсемпе куравсем ирттерме юрӑхлӑ универсаллӑ уҫлӑхсем пек проектлаҫҫӗ, ҫакӑ Чӑваш Енре пурӑнакансен обществӑпа спорт пурнӑҫне ҫӗнӗлле кӗрсе пыма витӗм кӳрӗ.



02 апреля 2026
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter