Чӑваш Ен экономикин ҫирӗплӗх аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗсене палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Ҫӗнӗ суйлав тапхӑрӗ умӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра регистрациленӗ партисен представителӗсемпе тӗл пулнӑ.
«Саккунсене пӑхӑнса, йӗркесене пӑсмасӑр процесса хутшӑнакансене пурне те конструктивлӑ, килӗшӳллӗ ӗҫлеме сӗнетӗп. Ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ: суйлав участокӗсене тӗрӗслесси тата хатӗрлесси, йӗркелӳ ыйтӑвӗсене татса парасси хӗрӳ пырать. Финанс ресурсӗсене пурне те пӑхса хӑварнӑ. Кашни детале шута илни пӗлтерӗшлӗ паян – ҫакӑнтан пӗтӗмпех суйлав епле иртесси килет», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен Чӑваш Енре Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн тата Красноармейски муниципаллӑ округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн суйлавӗ иртӗ. Чӑваш Республикин суйлав комиссийӗн председателӗ Геннадий Федоров хӑйӗн суйлав правине регионта пурӑнакан 900 пин ытла ҫын пурнӑҫлама пултарнине палӑртнӑ.
Тӗлпулӑва хутшӑннисем суйлав кампанийӗн тапхӑрӗнче мобильлӗ интернет епле ӗҫлессине, участоксенче хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессине, сасӑлавӑн тӗрлӗ формине пурнӑҫлас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Парти членӗсене актуаллӑ ыйтусене уҫӑмлатма хастар хутшӑнма чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ идеологи платформисем тӗрлӗрен пулсан та, партисен представителӗсен пӗрлехи ӗҫшӗн – республикӑна малалла аталантарассишӗн пӗрле килӗшсе ӗҫлеме каланӑ. Олег Николаев тӗлпулӑва хутшӑннисене пурне те хастар ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, ӳлӗмрен те пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме хатӗррине палӑртнӑ.
