Чӑваш Енри 80 пин ытла шкул ачи ҫӗнелнӗ лагерьсенче канӗ: корпуссене модернизацилес ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ Олег Николаев

Чӑваш Енри 80 пин ытла шкул ачи ҫӗнелнӗ лагерьсенче канӗ: корпуссене модернизацилес ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ Олег Николаев

Чӑваш Енри ҫуллахи  тапхӑрпа сывлӑха ҫирӗплетмелли кану вӑхӑчӗ ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче старт илӗ. Кӑҫал унта тӗрлӗ профильлӗ 312 организаци хутшӑнать. Ку – 285 шкул ҫумӗнчи площадка, социаллӑ пулӑшу паракан центрсем ҫумӗнчи 10 лагерь тата хула тулашӗнчи 17 лагерь. Вӗсенче каникула 80 пин ытла шкул ачи ирттерме пултарӗ, ку пӗлтӗрхи кӑтартусенчен пысӑкрах (2025 ҫулта – 77979 ача).

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ вӑхӑт валли канма кирлӗ инфратытӑма хатӗрлесе ҫитерме хушнӑ.

 «Ҫуллахи кану вӑхӑчӗсем нимӗнле чӑрмавсемсӗрех иртмелле. Лагерьсене модернизацилессине хӑвӑртлатма май пур пулсан, ӗҫе тытӑнмалла. Ахаль идейӑсем кӑна мар, проект йышӑнӑвӗсем те пулмалла, укҫа-тенкӗ тупӑнсан тӳрех ӗҫе пуҫӑнмалла»,  ­ –  тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров палӑртнӑ тӑрӑх, хӑвӑрт хӑпартакан корпуссем тӑвасси тата хула тулашӗнчи лагерьсен инфратытӑмне тӗпрен юсасси ведомствӑн ятарлӑ тӗрӗслевӗнче. 2023 ҫултанпа тӑватӑ лагерьте тӑхӑр корпус туса лартнӑ ӗнтӗ, ку ҫулсерен тата 1,5 пин ачана йышӑнма май панӑ. Ку енпе те Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑнать.

Инфратытӑм  ҫӗнетесси малалла пырать. Шупашкарти «Волна» лагерьте 48-шар вырӑнлӑ икӗ ҫӗнӗ корпуса ҫӗнетсе улӑштараҫҫӗ. Ҫакӑ сменӑра 350 ача таран хушма йышӑнма май парӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Звездочка» лагерьте апат-ҫимӗҫ блокне тӗпрен юсама тытӑннӑ. Объектсене тума тата модернизацилеме федераци бюджетӗнчен 104 млн тенке яхӑн куҫарнӑ.

Хула тулашӗнчи лагерьсене кайма путевкӑсене заявленисене йышӑнассине «Госуслуги» портал урлӑ йӗркеленӗ те пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен тӑватӑ тапхӑрпа иртет ­ граждансен, Шупашкарта пурӑнакансен тата муниципаллӑ округсен ҫӑмӑллӑхлӑ категорийӗсем валли уйрӑм.

 «Госуслуги» портала кӗме май ҫук ашшӗ-амӑшне шкулсемпе социаллӑ пулӑшу паракан центрсенче яланах пулӑшӗҫ.

21 кунлӑх путевкӑн база хакӗ 23 555 тенкӗпе танлашӗ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑра социаллӑ пулӑшу мерисене сыхласа хӑварнӑ: ҫемье тупӑшне кура ашшӗ-амӑшне кану хакӗн 5 процентран пуҫласа 50 процент таран саплаштараҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ хыҫҫӑн усӑ курма май пур сменӑсемпе юлнӑ пушӑ вырӑнсем ҫинчен калакан информаци «Госуслуги» портал ҫине тухӗ.

Ыйтса пӗлмелли тел. :

Вӗренӳ министерстви: 56-53-90

Чӑваш Ен Ӗҫ министерстви: 26-13-72



06 апреля 2026
16:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter