Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫар комиссариачӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Ен ҫар комиссариачӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Пулас ҫар ҫыннин хӗсмет ҫулӗ военкомат хапхинчен пуҫланать. Шӑпах сирӗн ведомство ӗҫченӗсем ҫара илмелли ӳсӗмри ҫамрӑксене хамӑрӑн Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ йышӑнусенчен пӗрне тума пулӑшаҫҫӗ.
Эсир патриотлӑха, Тӑван ҫӗршыва парӑнса тӑрас туйӑма ӑруран ӑрӑва куҫарса пырса ӑса хывтаратӑр. Сире пула ҫамрӑксем чӑн малтанах ҫарта салтак тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласси тӗп вырӑнта пулмаллине лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ.
Цифра хутлӑхӗнчи уҫӑлӑх тата хальхи ӗҫлев тӗслӗхӗсем Чӑваш Ене оборонӑпа массӑллӑ ӗҫре малта пыма май параҫҫӗ. Регион ҫитӗнӗвӗ сирӗнтен кашниех ентешӗмӗрсен кун-ҫулне асӑрхаса тӑма тӑрӑшнипе те тачӑ ҫыхӑннӑ.
Паян эсир ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем тӗлӗшпе тӑвакан ӗҫ, ҫапӑҫусен ветеранӗсене кӳрекен пулӑшу тата вӗсен ҫемйисен нушисем ҫине тимлӗн пӑхни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Чунран тухакан ырӑ кӑмӑллӑх, патшалӑх пулӑшӑвӗ шӑпах ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакан тата ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлекен ҫынсемшӗн питӗ паха.
Сире служба тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑшӑн тата хӑйсен аслашшӗсемпе мӑн аслашшӗсем пекех тӗрӗслӗхшӗн ҫирӗп тӑма хатӗр ҫӗнӗ ӑру пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн тав тӑватӑп. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, чун хавалӗн иксӗлми ҫирӗплӗхне тата тӑван республикӑпа аслӑ Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
