Мускавра Чăваш Ен кунĕсем иртнӗ

Ака уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче «Театрлă Раççейĕн атласĕ» фестивальпе килĕшӳллĕн Чăваш Республикин театр ушкăнĕсем чи лайăх спектаклĕсемпе паллаштарнӑ.

Хăйсен ĕçĕсене вĕсем «Никита Михалковăн «12» мастерскойĕн» сцени çинче лартнӑ. Куракансен умне К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн «Нарспи» спектаклĕ тухнӑ. Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Лир король» спектакль лартнӑ. Çавăн пекех Чăваш патшалăх эксперимент драма театрĕ — «Пĕр Таня çеç юлнă» ĕçĕпе, Чăваш патшалăх филармонийĕ «Вун икĕ пукан» тата «Купса хĕрĕпе асамлă чечек çинчен» мюзиклĕсемпе паллаштарнӑ.

Чăваш Республикин кунĕсем вĕçленӗ, малалла çу уйăхĕнче Владимир облаçĕн коллективĕсене фестивале хутшăнмашкăн черет çитĕ.



Хыпар
07 апреля 2026
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter