Тӑлӑх ачасене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес хӑвӑртлӑха республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе 2 хут ӳстернӗ
Тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси – пурнӑҫри тӗрлӗ лару-тӑрӑва пула пӗччен тӑрса юлнисене тата пулӑшу кирлисене социаллӑ пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ анлӑ патшалӑх программин пӗр пайӗ. Чӑваш Енре граждансен ҫак категорине ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тесе чылай пулӑшу мелӗсем пурӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Ачасене туллин адаптацилесси, вӗсене малалла аталантарасси ҫак база кирлӗлӗхӗпе тивӗҫтермесӗр май ҫук, – уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев:
«Ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ыйтӑва кулленех уҫӑмлатса пыратпӑр. Кӑҫалхи ҫул валли 1,4 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. 2026 ҫулта хваттерсем пурӗ 457 тӑлӑх ача тивӗҫӗ. Шупашкар хули малта пыракансенчен пӗри: хула валли 648 млн тенке яхӑн пӑхса хӑварнӑ, ку 182 хваттер туянма май парать. Малалла та ку ӗҫе вӑйлатса кӑна пырӑпӑр. Ҫӗнӗ хваттерлӗ пулнӑ ятпа саламлатӑп! Хваттерсенче ачасен янӑравлӑ кулли янӑратӑр, яланах пӳртре ӑшӑ та хӑтлӑ пултӑр!», – тенӗ.
Республикӑн премьер-министрӗ Сергей Артамонов хӑтлӑ хваттерсен уҫҫисене 23 ҫынна панӑ. Халӗ вӗсен адресӗ – Шупашкар хули, Айхи проспекчӗ, 12-мӗш ҫурт. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хӑй тӗллӗн пурнӑҫ пуҫлакан ҫамрӑксене пулӑшасси Чӑваш Ен Правительствин ӗҫӗнче приоритет пулнине асӑннӑ, сӑмах май «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партипе «Ҫирӗп ҫемье» проект пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесе пынине те палӑртнӑ вӑл.
«Планпа эпир ҫамрӑксене, малашлӑхлӑ ҫынсене хваттерсемпе тивӗҫтерсе пыратпӑр. Ку ҫуртра эсир телейлӗ пурӑнӑр. Хӑвӑра шансан, яваплӑха туйсан, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулӗ. Пирӗн тӗллев – ҫӗршыв Президенчӗн, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн хушӑвне пурнӑҫласси: сире пурӑнмалли ҫурт-йӗр парасси. Эсир Тӑван ҫӗршыва юратнинчен, ачасене пӑхса ӳстернинчен, пӗтӗм патшалӑх аталанӑвӗ мӗнле пуласси килет», – тесе палӑртнӑ Сергей Артамонов.
Ҫӗнӗ хваттерсен уҫҫисене парас енӗпе йӗркеленӗ паллӑ пулӑма Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Владимир Максимов, Чӑваш Республикин прокурорӗ Эдуард Гиматов, Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин, ҫавӑн пекех Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов хутшӑннӑ.
