Регион Ертӳҫи республикӑра пурӑнакансемпе тӳрӗ лини ирттернӗ

Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче регион Ертӳҫи телефонпа тата социаллӑ сетьсенчен килнӗ граждансен ыйтӑвӗсене тӳрӗ эфирта хуравланӑ, ҫавӑн пекех республикӑн приоритетлӑ тӗллевӗсемпе аталану планӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, тӗрлӗ ыйтусем  ҫине хуравсем панӑ.

«Маншӑн халӑхпа уҫҫӑн  тӗл пулса калаҫни  питӗ пӗлтерӗшлӗҪынсене кӑсӑклантаракан ыйтусене татса пани паха.  Пӗрне-пӗри ӑнланса, сӗнӳсене шута илсе ӗҫлесен, халӑха хумхантаракан ыйтусене вӑраха тӑсса ямасӑр уҫӑмлатсан  тата  тухӑҫлӑха ӳстерсен юратнӑ Чӑваш Енӗмӗр тата та лайӑхрах аталанса вӑй илсе пырасси пирки пӗрре те иккӗленместпӗр. Ҫакӑ  малалла кайма лайӑх майсем  йӗркелет», - тесе  палӑртнӑ  Олег Николаев.

Ыйтусене маларах  та пама пулнӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ е ВКонтактри «Олег Николаев» официаллӑ страницинче тата «Чувашская Республика» пӗрлешӳре анонс патне ҫырса пӗлтерме майсем йӗркелесе панӑ. Тӳрӗ лини кунӗнче трансляци чатӗнче тата телефонпа ыйтусене ҫак тел.: 8 (8352) 565-100 хыпарланӑ.

Тӳрӗ линие «Олег Николаев» ВКонтактри официаллӑ страницинче тата «Чувашская Республика» пӗрлешӳре, Чӑваш Енӗн Наци телевиденийӗн эфирӗнче, ЮТВ каналта кӑтартнӑ. «Чувашинформ» информаци агентствин тата «Хыпар» хаҫатӑн ресурсӗсенче текста вуласа пыма май пулнӑ.

 



22 апреля 2026
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter