Чӑваш Енре патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн проекчӗсене ПСБ пурнӑҫа кӗртме пулӑшнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Чӑваш Енре патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн проекчӗсене  ПСБ пурнӑҫа кӗртме пулӑшнине палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Мускавра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ПСБ Председателӗпе Петр Фрадковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Ертӳҫӗсем малашнехи пӗрлехи ӗҫӗн малашлӑхне, Шупашкарти экономика форумне, республикӑри ҫӑмӑл атлетика сферинче спорт инфратытӑмне тума банкӑн пулӑшма май пурри пирки ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Банк регионӑн инфратытӑмӗпе социаллӑ аталанӑвне хастар хутшӑнать. Пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрсенчен пӗри – республика территорийӗнче наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси. «Пурӑнма кирлӗ инфратытӑм» наци проекчӗ шайӗнче ПСБ Чӑваш Енӗн строительство секторне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерет, ку енӗпе контрактсем пурнӑҫлама гаранти парать. Пӗрле пурнӑҫланӑ пуҫарусен тӗп шутӗнче – «Атӑл Премиум Отель» хӑна ҫурчӗ, Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ тата Урамри баскетбол центрӗ.

ПСБ ҫавӑн пекех ҫул-йӗр ӗҫӗсене пурнӑҫлакан регионти компанисен финанс партнерӗсенчен пӗри пулса тӑрать, нацпроектсене пурнӑҫлама пулӑшать тата СВО хутшӑнакансене, ветерансене, ҫар пенсионерӗсене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене специализациленӗ программӑсем шайӗнче хастар пулӑшса пырать.

 «ПСБ тата Чӑваш Республикин килӗштерсе ӗҫлемелли потенциалӗ питӗ курӑмлӑ - эпир чылай пысӑк проектсене пурнӑҫа кӗртсе малалла  аталанса вӑй илсе пыратпӑр. Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗн тӗллевӗ регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ кӑна мар, пурӑнма, ӗҫлеме, пултарулӑха аталантарма хӑтлӑ хутлӑх йӗркелесси, йӑла-йӗркесене сыхласа хӑварасси», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Петр Фрадков.

Кун йӗркинчи тӗп ыйтусенчен пӗри  2026 ҫулхи ҫӗртмен 18–19-мӗш кунӗсенче Республика кунне уявланӑ май йӑлана кӗнӗ Шупашкарти XVI экономика форумне хатӗрленесси пулса тӑнӑ. Олег Николаев ПСБ ҫак ӗҫлӗ пулӑмӑн генеральнӑй партнерӗ пулма сӗннӗ.

 «Форум стратегилле йышӑнусем тума, экономикӑна ҫӗнӗ чӗнӳсем патне адаптацилеме тата патшалӑхпа бизнес вӑйне  пӗрлештерекен сумлӑ Раҫҫейри пӗрлехи площадка  пулса тӑчӗ. Пулас мероприятин йӗркине технологипе цифрӑллӑ суверенитет ыйтӑвӗсем, финанспа экономика, хӑтлӑ хула хутлӑхӗ йӗркеленни тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене те кӗртсе хӑварнӑ», – тесе хыпарланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ӗҫлӗ программӑна «Регионы – сотрудничество без границ» (чӑв. Регионсем – чикӗсӗр ӗҫтешлӗх) курав Республика кунӗ тӗлне Шупашкарта ҫулсеренех уҫӑлать.  Унта Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем хӑйсен промышленноҫ, инвестици тата экспорт вӑй-хӑватне кӑтартӗҫ. Федерацин тата регионти влаҫ органӗсен, госкорпорацисен, бизнесӑн тата банк секторӗн анлӑ представительствине кӗтеҫҫӗ.



09 апреля 2026
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter