Ача чухнех çыравçă пулма ĕмĕтленнĕ
Ача чухнех çыравçă пулма ĕмĕтленнĕ Чăваш халăх çыравçи, Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн премийĕпе ылтăн медальне тата сумлă чылай наградăна тивĕçнĕ Юхма Мишши паян 90 çул тултарчĕ.
Вăл Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ӳснĕ. — 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне вĕрентекен манран ӳссен кам пулассине ыйтсан: «Эпĕ çыравçă пулатăп», — тесе хуравланă имĕш. Çакна Серафима Михайловна каласа кăтартнăччĕ. Пĕррехинче унпа тĕл пулсан чылай калаçса лартăмăр. Вăл ун чухне çапла аса илчĕ: «2-мĕш класра вĕреннĕ чухне урок вăхăтĕнче сăвă çыраттăн эсĕ.
Пĕлетĕп: çĕнĕ темăна итлемелле. Анчах санăн пуласлăхна ăнланса çакна курмăш тăваттăм. 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне мĕн курни çинчен сочинени çырма хушрăм. Эсĕ ун чухне пĕр хĕрачапа юнашар лараттăн. Вăл сиксе тăчĕ те: «Серафима Михайловна, эпĕ çыратăп, çыратăп — нимĕн те пулмасть манăн. Миша чӳречерен пăхать те сăвă çырать», — терĕ. Эсĕ те ура çине тăрса: «Манăн калем вĕçĕнче — хĕвел пайăрки. Вăл мана сăвă çырма пулăшать», — тесе пĕлтертĕн». Çаксене хам астумастăп, пурне те вĕрентекен каласа панăччĕ, – аса илет Михаил Николаевич.
