Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ

Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ

Чӑваш Енӗн Аслӑ экономика канашӗн анлӑ ларӑвӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ ӗҫре питӗ пӗлтерӗшлӗ, халӑх ырлӑхӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗп ыйтусенчен пӗри -  патшалӑхӑн тӗрлӗ пулӑшӑвӗсене илме  кӗске  вӑхӑтра,  халӑха ытлашши ҫӳретмесӗрех кирлӗ пек ӗҫ хучӗсемпе тивӗҫтересси.

 «Пирӗн тӗллев паян — пулӑшу тухӑҫлӑхне ӳстересси, пулӑшу паракан кашни виҫе ҫемьене пысӑк витӗм кӳтӗр. Нимӗнле чӑрмавсемсӗрех халӑхӑн патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫмелле, вӑхӑта вӑраха тӑсмасӑрах  хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине тивӗҫлӗ хуравсем илмелле»  тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ хӑйӗн ум сӑмахӗнче Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Иртнӗ ҫул адреслӑ пулӑшӑва республикӑра пурӑнакан 430 пин ытла ҫын тивӗҫнӗ: ачаллӑ ҫемьесем, ветерансем, ватӑ ҫынсем тата пурнӑҫри кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнисем. Ҫак тӗллевпе регион 18,7 млрд тенкӗ тӑкакланӑ.  Кӑтарту ытти ҫулхисемпе танлаштарсан самай пысӑк.  Ку тӗлӗшпе Чӑваш Енре пурӑнакан  кашни виҫҫӗмӗш ҫынна  патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ. Республика Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе социаллӑ политика ытларах та ытларах вӑй илсе пырать, халӑх та ҫакна лайӑх туять.

Ҫакӑ ачаллӑ ҫемьесене пулӑшнин тӗслӗхӗнчен уйрӑмах палӑрать. Тӗслӗхрен, ҫие юлнӑ студенткӑсене учета тӑратсан 100 пин тенкӗ тӳлеме пултараҫҫӗ, ҫемьесем вара виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан  300 пин тенкӗ илейреҫҫӗ. Ҫавна пула Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ паян та 23 пин ытла ӳснӗ.  Ашшӗ-амӑшне меллӗ пултӑр тесе пӗтӗм республикипе пӗчӗккисем валли таварсен тӳлевсӗр прокачӗн 26 пунктне тата кӗске вӑхӑтлӑх 11 ушкӑна уҫнӑ. Пурнӑҫри ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва ҫӗнтерме пулӑшассине ҫемьери нумай функциллӗ центрсем кӳреҫҫӗ: халӗ регионта ҫакӑн пек сакӑр учреждени ӗҫлет, 2030 ҫулччен тата улттӑ уҫма палӑртнӑ.

Республика Правительстви  сусӑр ҫынсене уйрӑмах пысӑк  тимлӗх уйӑрать. Вӗсем Чӑваш Енре 79 пине яхӑн ҫын. Сывлӑх тӗлӗшӗнчен вӗсем хавшак пулин те кулленех вӗсене валли тулли пурнӑҫпа пурӑнма хӑтлӑ условисем йӗркеленӗ, хӑшӗ-пӗри вара ӗҫлеме те пултарайрать. 2025 ҫулта 875 ҫын кирлӗ протезпа ортопеди  хатӗрӗсене  илнӗ. Республика Правительстви тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пӗрле ӗҫленине пула «Единая страна  доступная среда» проект шайӗнче, социаллӑ учрежденисене хальхи йышши хатӗрсемпе пуянлатса пыраҫҫӗ.  Электронлӑ сертификатсен системине те пурнӑҫа ӑнӑҫлӑ кӗртнӗ. Апла пулсан, сусӑрсене валли мӗнпур условисене республикӑра ҫителӗклӗ таран хатӗрлесе тӑратнӑ.

Аслӑ ӑру регионти «Хастар вӑрӑм ӗмӗр» программӑна аванах хутшӑнать. 92 пин ытла ҫын хӑйсен пушӑ вӑхӑтне клубсенче  ирттерет, хӑйсене кӑмӑла каякан мероприятисене хутшӑнса сывлӑхне ҫирӗплетет. Ӑс-хакӑл тӗнчине те пуянлатса, паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан ҫӗнӗ программӑсене хутшӑнса, хӑйсен кӑмӑлне ҫӗклесе пыраҫҫӗ аслисем.  Пӗлтӗр  кулленхи ятарлӑпулӑшӑва 233 ҫын, ҫав шутра СВО ветеранӗ тивӗҫнӗ. Вӗсем патне киле ҫитсе мӗнпур патшалӑх пулӑшӑвӗсене илме витӗм кӳнӗ специалистсем.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Олег Николаев республика ку тытӑма малалла та лайӑхлатассине палӑртнӑ, пулӑшу памалли виҫесем ӳлӗмрен те  анлӑланса пырассине каланӑ. 

Чӑваш Енри ӗҫ рынокӗ ҫӗршывра чи ҫирӗпписенчен пӗри пулса юлать: ӗҫсӗрлӗх шайӗ рекордлӑ пӗчӗк шайра. Социаллӑ контракт харпӑр хӑй ӗҫне е харпӑр хушма хуҫалӑха аталантарма хатӗррисемшӗн пулӑшакан пӗлтерӗшлӗ хатӗр шутланать. Пӗлтӗр 2,6 пин ытла ҫын ҫак мерӑпа усӑ курнӑ, вӗсен 63% тупӑш ӳснӗ.

2026 ҫулхи масштаблӑ плансем социаллӑ сферӑна малалла цифрӑлассине тата учрежденисен пурлӑхпа техника  пайне пуянлатассине витӗм кӳрӗҫ. Ыйтусем питӗ пӗлтерӗшлӗ. Олег Николаев социаллӑ политика енӗпе патшалӑх программи тухӑҫлӑ ӗҫлемеллине, ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ те усӑллӑ пулмаллине тепӗр хут палӑртса каланӑ сӑмаха ҫавӑрнӑ май.



10 апреля 2026
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter