Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Космонавтика кунӗпе саламлани
Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!
Сире Космонавтика кунӗпе саламлатӑп!
Ҫак уяв хӑюлӑха, ӑслӑлӑхри чӑрсӑрлӑха тата аслӑран та аслӑ ӗмӗт чӑна тухнине сӑнарлать. 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршыв Юрий Алексеевич Гагарин тытса пыракан «Восток» карапа тӗнчере пуҫласа уҫлӑха вӗҫтернӗ. Паян эпир космоса тӗпчессинче ҫӗнӗ тапхӑр уҫнӑ ҫав легендарлӑ вӗҫев 65 ҫул тултарнине паллӑ тӑватпӑр.
Эпир ҫак куна чунтан хумханса тата мӑнаҫланса паллӑ тӑватпӑр, мӗншӗн тесен вӑл Тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ пирӗн паттӑр та мухтавлӑ ентешӗмӗрсен уявӗ те вӗт. Чӑваш халӑхӗн чаплӑ ывӑлӗ, ҫӗршывӑн виҫҫӗмӗш космонавчӗ, авиаци генерал-майорӗ Андриян Григорьевич Николаев уҫлӑхра икӗ хутчен пулнӑ. Совет Союзӗн Геройӗ ята икӗ хутчен тивӗҫнӗ. Унӑн вӗҫевӗсем космос отрасльне чӑннипех те мала иртме пулӑшнӑ, вӑл хӑй вара пысӑк паттӑрлӑхӑн, чи ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхӑн тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнин ытарлӑ палли пулса тӑнӑ. Чӑваш Ен чапне Николай Михайлович Бударин тата Муса Хираманович Манаров малалла ӳстернӗ. Вӗсен космос экспедицийӗсем Раҫҫей тӗнче уҫлӑхне алла илес енӗпе малта пынине ҫирӗплетрӗҫ тата килес ӑрусене ҫӗнӗ паттӑрла ӗҫсемпе ҫитӗнӳсем тума хавхалантарчӗҫ. Республика ҫав паллӑ ҫынсемпе мухтанать тата вӗсене тивӗҫлипе асра тытать.
Паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин пулӑшнипе Шуршӑлта, Андриян Николаев ҫуралнӑ вырӑнта, Космонавтика музейне анлӑн юсаса ҫӗнетес ӗҫ пырать. 2027 ҫул вӗҫнелле кунта хальхи вӑхӑтри планетари, астрономи обсерваторийӗ пулӗҫ, ку чухнехи майсемпе тивӗҫтернӗ ҫӗнӗ экспозици вырӑнӗсем йӗркеленӗҫ. Юсаса ҫӗнетес ӗҫсем пынӑ тапхӑрта та музей ӗҫченӗсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлама майсем тупаҫҫӗ, вӗсем муниципалитетсенче куҫса ҫӳрекен куравсем йӗркелеҫҫӗ, ҫапла майпа ачасемпе ҫамрӑксене космонавтика историйӗпе тата космонавт профессийӗпе паллаштараҫҫӗ.
Уҫлӑх асамлӑхӗ республикӑри шкул ачисене чӑннипех кӑсӑклантарать. Раҫҫейре сайра тӗл пулакан ҫамрӑк космонавтсен юхӑмӗ Чӑваш Енре 20 ҫул ытла ӗҫлет. «Шуршӑл ҫийӗнчи сан ҫӑлтӑрусем» регион проекчӗ 150 пин шкул ачине пӗрлештерчӗ, вӗсене пултарулӑхне аталантарма, ҫӗннине ӑса хывма тата хӑюллӑ ӗмӗтсемпе ҫунатланма хавхалантарчӗ.
Космонавтика кунӗ пирӗн пӗлӳ, ӗҫ тата пултарулӑх вӑйне малашне те шанмалли ӗненӗве ҫирӗплеттӗр. Сире ҫирӗп сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх тата Чӑваш Ен тата Раҫҫей ячӗпе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
