Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене паллӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев пек хастар пулма чӗнсе каланӑ

Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене паллӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев пек хастар пулма чӗнсе каланӑ

Ака уйӑхӗн  вун иккӗмӗшӗ этемлӗх историйӗнчи  паллӑ кун. 65 ҫул каялла пӗрремӗш космонавт Юрий Гагарин ҫӗр туртӑмне ҫӗнтернӗ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпех «Этем космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ тӗле космос эрни» акци иртнӗ.  Паллӑ пулӑма Чӑваш Енре пурӑнакансем те  хастар хутшӑннӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Юрий Гагаринпа Андриян Николаевӑн  палӑкӗсем патне чечек ҫыххисем хунӑ, вӗсене халалланӑ мероприятине хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех унпа пӗрле  сумлӑ космонавтсене асӑнса чыслама хула администрацийӗн, общество организацийӗсен представителӗсем, авиаципе космонавтика ветеранӗсем, студентсемпе шкул ачисем, тӗп хула ҫыннисемпе хӑнисем  чылайӑн килсе ҫитнӗ.

 «Паян ҫын космоса вӗҫнин 65 ҫулхи историйӗ  пирӗнте мӑнаҫлӑх туйӑмне парнелет: Юрий Гагарин ҫӗр туртӑмне чи малтан ҫӗнтерсе хӑйӗн паттӑрлӑхӗпе этемӗн, пирӗн аслӑ ҫӗршыв гражданинӗн, пысӑк тӗллевсене татса пама пултарнине ҫирӗплетсе пачӗ. Пирӗн шкул ачисем отрасль ветеранӗсенчен эстафета йышӑнса малалла талпӑнма космоса питӗ кӑсӑкланса вӗренеҫҫӗ. Андриян Николаевӑн еткерӗ ӗмӗр сыхланса юлтӑр, ҫитес ӑру  вӗсем пек ҫирӗп пулма вӗренсе пытӑр», - тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Андриян Николаев биографийӗнчи фактсене каласа кӑтартнӑ. Хӑюлӑхпа ӗҫе парӑнни, унӑн тӗслӗхӗ вара ҫӗнӗ ӑрусене хавхалантарса пынине каланӑ вӑл.

Регион Пуҫлӑхӗ Шупашкарти А. Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ 10 № шкулта вӗренекенсемпе курнӑҫнӑ.  Ачасем ҫӗнелнӗ шкулта вӗренни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Олег Николаев вӗсене  палӑтнӑ ӗмӗтсем патне хӑюллӑн пыма, нихӑҫан та парӑнмалла маррине асӑннӑ.  Чӑваш Ен Правительстви ҫакӑн валли мӗн тума пултарнине пурне те тӑвасса шантарнӑ.

Пӗлме: 2025 ҫулхи ака уйӑхӗнче старт илнӗ Шуршӑл ялӗнчи Мемориал комплексӗн масштаблӑ реконструкцийӗ 2027 ҫулта вӗҫленет. Паянхи кун демонтажа туллин пурнӑҫланӑ, планетарин тимӗр-бетон каркасне тата малтанхи виҫӗ хутне хӑпартнӑ, тӑваттӑмӗш хутри монтажа тата инженери сечӗсене хывассине йӗркелесе пыраҫҫӗ. Проект бюджечӗ 1,5 миллиард тенкӗрен те иртет. Ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн космонавтика музейӗ республика хӑнисемшӗн  паха вырӑн пуласса шанатпӑр.



13 апреля 2026
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter