«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртӗ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртӗ.

Ӑна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне, ҫавӑн пекех Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.

Ҫак кун чӑвашла ҫырма пӗлнине кашниех тӗрӗслеме пултарӗ. Диктант икӗ мелпе иртет.

Пӗрремӗшӗ – Наци радиовӗпе 105,0 FM (Чӑваш Республики), 95,9 FM (Шупашкар) е 72,41 УКВ хумсем ҫинче, «Тӑван радиопа вара» – 100,3 FM итлесе.

Иккӗмӗш мел – вӗренӳ е культура организацине пырса диктант ҫырасси.



13 апреля 2026
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter