Чӑваш Енри ача сачӗсенче профориентаци системине ӗҫе кӗртнӗ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев эрнесерен ирттернӗ планеркӑра шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче ачасене тӗрлӗ ӗҫсене явӑҫтарса, ӳссе-ҫитӗнсен хӑйсен кӑмӑлне каякан профессине алла илме витӗм кӳрессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хушнипе республикӑра ача сачӗсенче профориентаци концепцине хатӗрлесе ӗҫе кӗртеҫҫӗ. Паян регионти шкулчченхи кашни учреждени профессисемпе паллашмалли лапам пулса тӑрать: кунта тематика мастерскойӗсем — столяр, ҫӗвӗ, кулинари, агролабораторисем — ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене йӗркелеме республика бюджетӗнчен 7 млн тенкӗ ытла тӑкакланӑ.
«Республика Правительстви профориентацилес тата кадр резервне хатӗрлес енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Халӗ ҫак практикӑсене ӗҫе анлӑрах кӗртсе системӑллӑ хутшӑнӑва вӑйлатмалла. Тӗп координаторсем Чӑваш Енӗн Ӗҫ министерстви тата ятарлӑ ведомствӑсем пулмалла. Тухӑҫлӑ мелсенчен пӗри – МИХри информаци компанийӗ. Ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче ӗҫлӗ ҫыхӑну вӑй илсе пыни пирки те тӑтӑшах пӗлтерсе тӑмалла. Пӗрлехи ӗҫсемпе эпир регионти пурнӑҫа еплерех улӑштарнине, ҫав шутра ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫе те вӑй-хал хыватпӑр. Ӗҫпе яваплӑ хутшӑнӑва ҫамрӑксен хутлӑхӗнче йӗркелес, професси суйласа илес ӗҫе малалла тӑсмалла. Кунсӑр пуҫне ачасен опычӗ те паха. Пофесси ҫулне суйласа илме питӗ пулӑшассине те шансах тӑратпӑр», – тесе палӑртнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Пӗтӗм Чӑваш Енри 32 ача садне пӗрлештернӗ «Профессионалитет – детский сад» республика проекчӗ тӗп ҫӗнӗлӗх пулса тӑчӗ. Педагогсем специалистсемпе пӗрле территори сумне кура виҫӗ ҫул-йӗр суйласа илнӗ: «Ял хуҫалӑхӗпе агротехнологи» (19 сад), «Инженери технологийӗсемпе производство» (16 сад), «Креативлӑ индустри индустрин технологийӗсем» (12 сад). Кашни ача садне шкулсене, колледжсене, Аслӑ шкулсене тата тӗп предприятисене ҫирӗплетнӗ, сӑмахран, «Элара», «Ядринмолоко», «Чебоксарская керамика» тата ыттисем те.
Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров малтанхи профориентаци проектне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти проекчӗпе синхронизациленӗ тесе палӑртнӑ. Ӗҫлемелли принципсемпе хатӗрленӗ методика материалӗсене хатӗрлесе кӑларнине те асӑннӑ вӑл.
Пӗтӗмпе республикӑра шкулчченхи 284 вӗрентӳ учрежденийӗ ӗҫлет. Кашни виҫҫӗмӗшӗнче медиастуди е лего-студи пур, 137-шӗнче агролабораторисем йӗркеленӗ, 30 ытла ача пахчинче гончарлӑ мастерскойсем, 50 ытла – кулинари класӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Уйрӑм ача сачӗсенче кинозалсем, компьютер класӗсем, интерактивлӑ кабинетсем тата сасӑ ҫыракан студисем пур.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗнӗлӗхе пысӑка хурса хакланӑ. Республика экономикине кадрсемпе тивӗҫтерессишӗн малтанхи профориентаци пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса мӗнпур муниципалитетра чи лайӑх практикӑсене тиражлама хушнӑ.
Республикӑра шкул ҫулне ҫитменнисемшӗн кӑна мар, шкул ачисемшӗн те профориентаци тухӑҫлӑ системи йӗркеленнӗ. 2021 ҫулта Чӑваш Енре «УПК-21» вӗренӳпе производство класӗсем йӗркеленӗ. Паянхи куна 2 пин ытла шкул ачи электромонтажник, медсестра, повар, ҫӗвӗҫ, ЭВМ операторӗ пек ӗҫ профессийӗсене алла илни ҫинчен свидетельствӑсем илнӗ ӗнтӗ. Халӗ вара пӗтӗм республикӑран 1 пин ытла вӗренекен хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш профессие алла илет.
