2025 ҫулта 560 ытла СВО ветеранне ӗҫпе тивӗҫтернӗ: Чӑваш Енре черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ
Чӑваш Енре черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Влаҫ органӗсен представителӗсем республикӑра пурӑнакансемпе, ӗҫ коллективӗсемпе ирттернӗ тӗлпулусенче регионти социаллӑ пурнӑҫа тӳрремӗн витӗм кӳрекен пӗлтерӗшлӗ темӑсене сӳтсе явнӑ.
Ӗҫ рынокӗ: пӗчӗк ӗҫсӗрлӗх тата адреслӑ пулӑшу ыйтусем кун йӗркинче пулнӑ.
Тӗп тема халӑха ӗҫпе тивӗҫтересси пулнӑ. Професси суйласа илесси, ӗҫ шырас ӗҫре «Манӑн карьера Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейпе» проект малалла аталанать. Модернизациленӗ хыҫҫӑн «Работа России» кадр центрӗсем пур муниципалитетсенче те ӗҫлеҫҫӗ, специалистсем граждансене вӗрентӳ тата психологи пулӑшӑвӗ парассипе хастар ӗҫлеҫҫӗ.
Профиль службисем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026 ҫулта Чӑваш Енри ӗҫсӗрлӗх шайӗ 0,4% ҫитнӗ, ку 2020 ҫулхи кӑтартуран ултӑ хут аяларах. Ӗҫ рынокне аталантарма бизнес самай витӗм кӳрет: кадр центрӗсемпе 8 пин ытла организаци тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.
Тӗрлӗ социаллӑ ушкӑнпа кулленех тачӑ ҫыхӑнура. Система ҫамрӑксемшӗн ирхи профориентаци, аслӑ ӳсӗмри ҫынсене тата тӑхтав хыҫҫӑн ӗҫ рынокне таврӑнакан хӗрарӑмсене пулӑшассине витӗм кӳрет. Цифра формачӗсем те тухӑҫлӑ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ, сӑмахран, Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫ йӗркеленӗвӗн ярмӑркки хастар пурнӑҫа кӗрсе пырать. Вӑл виҫӗ ҫул хушшинче республикӑра пурӑнакан 4 пин ытла ҫынна ӗҫ тупма пулӑшнӑ.
СВО ветеранӗсене ӗҫпе тивӗҫтересси приоритетлӑ ыйтусенчен пӗри. Республикӑра ӗҫ вырӑнӗсене резервлассине кӗртекен проактивлӑ пулӑшу системине (2025 ҫулта 336 вырӑнлӑх 104 договор хатӗрленӗ), социаллӑ контракт урлӑ харпӑр хӑй ӗҫне уҫма пулӑшу кӳрессине йӗркеленӗ. 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 566 ҫынна ӗҫе вырнаҫтарнӑ, харпӑр хӑй ӗҫне уҫма 40 социаллӑ контракт тунӑ. Пур муниципаллӑ йӗркеленӳре те СВО хутшӑнакансен клубӗсем ӗҫлеҫҫӗ, унта ветерансемпе вӗсен ҫывӑх ҫыннисем ятарлӑ уйрӑм пулӑшӑва тивӗҫеҫҫӗ.
СВО хутшӑннисене тӗллевлӗ пулӑшу: комплекслӑ тӗрев парасси ыйту та кун йӗркинчех.
Информаци ушкӑнӗсен пайташӗсем вырӑнти халӑха Чӑваш Енре СВО хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшакан мерӑсем сахал мар пулнине пӗлтернӗ вӗсен шучӗ 40 иртнине каланӑ. Кашни ҫулах тӳлевсемпе ҫӑмӑллӑхсем хушӑнаҫҫӗ. Ҫапӑҫури ӗҫсен сусӑрсене уйӑхсерен тӳлессине ӳстернӗ, СВО хутшӑнакансен ачисем валли хушма мерӑсем кӗртнӗ тата та ытти тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗҫтереҫҫӗ регионта паттӑрсене тата вӑсен ҫывӑх ҫыннисене, ҫӑмӑллӑхсемпе кашни усӑ курать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе «Мирлӗ пурнӑҫа утӑм» проект пурнӑҫланать. Пысӑк квалификациллӗ специалистсем – юристсем, адвокатсем, соцслужбӑсен, социаллӑ фондӑн, ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен, республикӑн ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем тата ыттисем те паттӑрсене пулӑшу параҫҫӗ, тӗрлӗ пулӑшу мерисене тивӗҫме ӗҫ хучӗсене йӗркелесе тӑратма та кулленех витӗм кӳреҫҫӗ. СВО хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисен членӗсем тӳлевсемпе компенсацисем, медицина тата санаторипе курорт сиплевӗ, хыпарсӑр ҫухалнисене шырама, аманнӑ хыҫҫӑн реабилитаци илме пулӑшакан консультацисем илнӗ. Специалистсем вӗрентӳ программисем, ӗҫе вырнаҫмалли тата социаллӑ контракт тумалли майсем ҫинчен каласа параҫҫӗ. Тӑтӑшах специалистсем тӗрлӗ округсене ҫитсе, пулӑшу пама пикенеҫҫӗ.
Чи лайӑх пулӑмсемпе туххӑмрах паллашса пыма, кирлӗ пулсан чаплӑ мероприятисене хутшӑнма та условисем регионта сахал мар. Культура пайӗнче тӑрӑшакансем кулленех халӑха кирлӗ пек паха мероприятисем йӗркелесе ирттереҫҫӗ.
Пӗрлехи информаци кунне хутшӑнакансене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пурнӑҫлакан «Культура хутлӑхӗ» регион проектне тӑратнӑ. Проект пӗчӗк хуласемпе ялсенче пурӑнакансене республика шайӗнчи чаплӑ спектакльсене, концертсемпе куравсене ҫӳреме пулӑшать. Билетсене Пушкин карттипе илме май пур. 2025 ҫулта республикӑра пурӑнакансем 400 ытла мероприятире пулса курнӑ.
Пӗрлехи информаци кунӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансене ҫавӑн пекех пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем пирки каласа кӑтартнӑ. Пирӗнтен кашни, енчен ятарлӑ правилӑсене пӑхӑнмасан, ҫирӗп явап тытассине асӑрхаттарнӑ.
