Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!
Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!
Ҫак кун Чӑваш Ене тата пӗтӗм ҫӗршывӑмӑра малалла кайма майсем хывакан пултаруллӑ ӗҫе эпир пурсӑмӑр та чысланине сӑнарлать. Кашни ҫитӗнӳ, кашни кӑтарту – пайӑр ҫынсен професси ӑсталӑхӗпе, яваплӑхӗпе тата пысӑк шайри пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Шӑпах ӗҫе харпӑр хӑй явӑҫни тата лайӑххи патнелле ӑнтӑлни вӑл тулӑх пурнӑҫӑн никӗсӗ кӑна мар, ҫавӑн пекех общество аталанӑвӗн никӗсӗ те пулнине палӑртаҫҫӗ, пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗре пӗрлехи ҫитӗнӗве ҫавӑраҫҫӗ.
Чӑваш Ен уйрӑмах хӑйӗн ӗҫ династийӗсемпе мӑнаҫланать, вӗсене эпир ӗнтӗ 20 ҫул ытла чыслатпӑр. Рабочи профессийӗсенчи, медицинӑри, педагогикӑри тата ытти сферӑри пин ытла ҫавнашкал ҫемье – ӑрусен ҫыхӑнулӑхӗн тата ӗҫе чунтан парӑнса пурнӑҫланин чӗрӗ тӗслӗхӗсем. Вӗсем хӑйсен паха опычӗпе пӗлӗвне ӑруран ӑрӑва куҫараҫҫӗ, ҫапла майпа саманасен тачӑ ҫыхӑнӑвне тата кал-кал аталанӑва тивӗҫтереҫҫӗ. Ӗҫ династийӗсене пулӑшасси – республика Правительствин тӗп ҫул-йӗрӗнчен пӗри. Эпир вӗсене аталантармашкӑн мӗнпур майсем туса пама тӑрӑшатпӑр, корпоративлӑ программӑсене пурнӑҫлама тата наставниклӑха ӗҫе кӗртме пулӑшатпӑр.
Паян пирӗн ҫамрӑк ӑру ӳссе ҫирӗпленет. Аслисен йӑли-йӗркине ӑса хывса вӑл пултаруллӑ ӗҫе хастар хутшӑнать, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхать тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тӑвать.
Майӑн 1-мӗшӗ пирӗн чӗресене шанӑҫлӑхпа, хамӑр вӑя ҫирӗппӗн ӗненнипе тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тумашкӑн хавхаланупа тултартӑрччӗ. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ҫемьере ырлӑх тата чи хӑюллӑ плансене пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
